Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шахмат комбинацийĕсен тĕнчи

Шахматистсен «Шурă ладья» турнирĕ çулсерен нумайрах та нумайрах команда пуçтарать. Кăçал унта, акă, 19 команда тупăшрĕ. Финала вара тăватă команда тухма пултарчĕ, вĕсем – поселокри 1-мĕш тата 2-мĕш, Малти Ишекри, Санарпуçĕнчи шкул ачисем. Çĕнтерÿçĕсене уйрăмшар тата командăпа палăртрĕç.

Уйрăмшар зачетра пĕрремĕш хăма çинче малти вырăнсене çапла пайларĕç: 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсенче Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти Александр Казанов тата Родион Никифоров, виççĕмĕшĕнче – Малти Ишекри Евгений Харисанов.

Иккĕмĕш хăма çинче Игорь Сурмин (2-мĕш шкул), Стас Арсентьев (1-мĕш шкул) тата Константин Ильин (Малти Ишек) çĕнтерчĕç.

Командăсем хушшинче поселокри 2-мĕш шкул пĕрремĕш, 1-мĕш шкул иккĕмĕш, Малти Ишекри шкул виççĕмĕш пулчĕç.

Турнир çав тери çивĕч иртрĕ. Кунта хумхану та, кĕтменлĕх те, çĕнтерÿ савăнăçĕ те, ÿкĕнÿ те пулчĕ. Шахмат – вăл çавăн пек вăйă, унта аталансах пымалла, хăв вăйлă пулнине çирĕплетмелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2006
00:00
Поделиться
;