Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывă ачасем - çĕршыв пуласлăхĕ

Сывлăхран хакли ним те çук, теççĕ. Чăннипех те, сывă çын кăна пурнăçран мĕн кирлине пĕтĕмпех илме пултарать. Сывлăха сутăн илме çук тени те питĕ тĕрĕс. Çамрăклах эрех-сăрапа, наркотиксемпе айкашса хавшатнă организма сыватса çирĕплетме нимле укçа та çитеймĕ. Çавăнпа ачасене çамрăклах сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса пыни малашне пысăк усă кÿрĕ.

Калас килет, районти шкулсенче хăйсен ĕçне сывлăх ыйтăвне мала кăларса, ăна тĕпе хурса йĕркелеççĕ. Çарпа патриотлăх тата спорт уйăхлăхĕ те сывлăха çирĕплетме пулăшакан тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян. Сăмахран, «Раççей йĕлтĕрĕ – 2006» Пĕтĕм Раççейри спорт уявне хутшăнса 100 ытла ача йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче старта тухнă. Çавăн пекех шашкăлла тата шахматла выляссипе, волейбол енĕпе тупăшусем, йĕлтĕрпе чупса эстафетăсем тăтăшах ирттереççĕ.

Çак кунсенче Уравăшри шкулта учительсемпе вĕренекенсем волейбол вăййинче тĕл пулнă. 5-11 классенче пĕлÿ пухакансем, вăййа хутшăнманнисем, уроксем хыççăн юлса тупăшу вăхăтĕнче хăйсен юлташĕсене тата вĕрентекенĕсене хавхалантарса пынă. Çивĕч ăмăртура вĕренекенсен команди учительсене парăнтарса 2:1 шутпа мала тухнă. Çĕнтерÿçĕсем пылак парнене – пысăк торта тивĕçнĕ. Ачасем те, вĕсене ăс паракан педагогсем те савăнăçлă тĕлпулупа кăмăллă юлнă. Çакнашкал мероприятисем учительсемпе вĕрентекенсем хушшинчи хутшăнăва çирĕплетнине, лайăхлатнине палăртмалла.

Кульцав шкулĕ те ыттисенчен уйрăлмасть, кунта та уйăхлăха активлă хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть, шкулта 8-11-мĕш классенче, физкультура предмечĕпе олимпиада ирттернĕ. Ăмăртусене спорт залĕнче те, урамра та – уçă сывлăшра - йĕркеленĕ. Хĕрÿ тупăшура Инга Захаровапа Сергей Илларионов (10-11-мĕш классем хушшинче), Мария Быковапа Александр Захаров (8-9 классенче вĕренекенсен йышĕнче) çĕнтерÿçĕсем пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2006
00:00
Поделиться
;