Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сочиненисен конкурчĕ

Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ Светлана Георгиевна Антонова «Я бы в армию пошел, пусть меня научат» темăпа сочинени конкурсĕ ирттерчĕ. 6-мĕш классем хушшинче Алина Ананьева ĕçĕ чи лайăххи пулчĕ. 8-мĕшĕнчен Федор Иванов мухтава тивĕçрĕ, 9-мĕш класри Дима Емельянов та пултарулăхĕпе ÿксе юлмарĕ. Вĕсем пурте Хисеп грамотисем илме тивĕç пулчĕç çеç мар, чăннипех те Тăван çĕршыва хÿтĕлесси сăваплă пулнипе кăтартса хăйсем ăна пурнăçлама кирек хăш самантра та хатĕррине ĕçĕсемпе палăртрĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 марта 2006
00:00
Поделиться
;