Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă ĕç тума васка

Чăваш Республикин Президенчĕн «Ăс-хакăл çутлăхĕн тата чун аталанăвĕн çулталăкĕ çинчен» указĕ, тĕпрен илсен, халăх чун-чĕринче ырăлăх, çынлăх, этеплĕх туйăмĕсене чĕртсе тăратассипе çыхăннă. Районти библиотекăра ĕçлекенсем çак ăнлавсене вулакансем хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе кăçалхи çул валли тĕрлĕ мероприятисем планланă. Ялсенчи вулав çурчĕсенче, акă, çак уйăхра «Ырă ĕç тума васка» ыр кăмăллăх сехечĕсем йĕркелеме палăртнă.

Районти тĕп модельлĕ библиотекăн та çак уйăхри планĕ пуян. Вăл çамрăксене наркотиксенчен тата пуçа минретекен ытти усал япаласенчен пистерес тĕлĕшпе ирттернĕ калаçуран пуçланнă. Наркологăн унта хутшăнма май килмен пулин те, библиотека ĕçченĕсем вулакансене усал «çимĕçсен» сиенĕ пирки туллин ăнлантарма пултарнă.

Ытлари кун кунта «Ылтăн çулсем» клуб членĕсемпе Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа уяв каçĕ иртнĕ. Çитес тунти кун вара Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул ачисене интереслĕ мероприяти кĕтет. Кинолекторие Роу кинорежиссер çуралнăранпа 100 çул çитнине халаллаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2006
00:00
Поделиться
;