Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пăртассем Çăварнире савăнчĕç

Хĕле савăнăçлă ăсатма иртнĕ вырсарникун - Çăварни эрни тухнă кун - Пăртасри шкул умне ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Уява чаплăн хатĕрленнĕ. Галина Васильевна Иванова ертсе пыракан ялти «Шуракăш» фольклор ушкăнĕ тĕрлĕ юрăпа савăнтарчĕ. Лаша тытакансем Çăварние килнĕ ача-пăчана чылайччен катаччи чуптарчĕç. Жюри Анатолий Краснов хăйĕн «Герой» лашине чаплă илемлетнине палăртрĕ, унăн хуçине парнепе чысларĕ.

Çăварни уявĕнче спорта юратакансем те тупăшрĕç. Футболистсемпе волейболистсен ăмăртăвĕсене куракансем чылайăн пулчĕç. Çавăн пекех чи вăйлисем кире пуканĕ çĕклесе тупăшрĕç, шашкăлла выляса мала тухассишĕн те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Футболла выляса чукун çул çинче ĕçлекенсенчен йĕркеленĕ команда мала тухрĕ, вăл шкул ачисене 2:0 шутпа парăнтарчĕ. Волейбол вăййинче те арçынсенчен чукун çул çинче вăй хуракансем пуринчен маттуррине çирĕплетрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче шашкăлла выляса Ольга Захарова, арçынсенчен Алексей Егоров çĕнтерчĕç. Мала тухнисене парнесемпе хавхалантарчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2006
00:00
Поделиться
;