Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕсен те тÿпи пысăк

Иртнĕ çул Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулхи юбилейне çÿллĕ шайра, асра юлмалла паллă турăмăр. Çак мухтавлă çула, совет халăхĕн иксĕлми паттăрлăхне халалласа районти вĕрентÿ, культура, социаллă учрежденисенче тĕрлĕ фестивальсем, конкурссем, уяв каçĕсем йĕркелерĕç.

Уява хатĕрленсе ирттерес ĕçе ветерансен пуçламăш организацийĕсем те сумлă тÿпе хыврĕç. Нумаях пулмасть ку енĕпе йĕркеленĕ смотр-конкурс çĕнтерÿçисене официаллă лару-тăрура чысларĕç. Конкурса хутшăннă 59 пĕрлешÿрен мала тухнă хутăш препаратсен завочĕ çумĕнчи, Вăрнар хула тата Çĕрпел ял поселенийĕсенчи ветерансен канашĕсем Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2006
00:00
Поделиться
;