Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи пултаруллă класс ертÿçисем

Класс ертÿçин ĕçĕн сумне ÿстерес, ăна ĕçлеме, пултарулăхне аталантарма майсем туса парас тата творчествăлла тимлекен, çĕнĕ меслетсене пурнăçа кĕртсе пыракан педагогсене тупса палăртас тĕллевпе районта «Чи лайăх класс ертÿçи – 2006» конкурс ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче кăна унăн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Асăннă конкурса пĕтĕмпе 16 класс руководителĕ хутшăннă. Комисси вĕсен ĕçне тĕрлĕ енчен хакланă, тишкернĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вăй хуракан Е.Н.Горбунова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кульцаври В.М.Сергеев тата Аçăмçырминчи В.Н.Флегентова иккĕмĕш, Мăн Явăшри И.И.Гурьева тата Кульцаври Г.Я.Першуткина виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çак вĕрентекенсем ачасене пĕлÿ парас ĕçре вуншар çул тимлесе паха опыт пухнă. Уроксенче çеç мар, вĕренекенсен канăвне те вĕсем пурнăç ыйтнă шайра, çĕнĕлле йĕркелесе пыраççĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарма пăхнă. Çавăн пекех районта палăрнă класс ертÿçисем республикăри конкурсра тупăшĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 марта 2006
00:00
Поделиться
;