Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вырăс хĕлне хаваслăн ăсатрĕç

Халăх юратакан çак аслă уява районта кăçал Çăварни тухса каякан кунран эрне каярах йĕркелерĕç пулин те, вăл яланхиллех çÿллĕ шайра, савăнăçлă иртрĕ.

Вырсарни кун Вăрнар поселокĕн тĕп площадĕнче ир-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, халăха уява йыхравларĕ. 10 сехет тĕлнелле площадь лăках тулчĕ. Пуçланчĕ вара уяв! Юртан туса çĕкленĕ сцена çинчен Çăварни юрни-кĕвви, такмаксем, хĕле тата çуркуннене мухтакан юрăсем, салам сăмахĕсем янăрама тытăнчĕç. Районти культура çуртĕнчи артистсем, уйрăммăн илсен - хăмăшсем, уйкас-кипексем, ершепуçсем, уравăшсем, мăн-явăшсем, пăртассем, пăваяльсем тата ыттисем пĕрин хыççăн тери хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çак кун юрă çеç мар, тĕрлĕ шÿт, вăйă-кулă, ташă та уяв сĕмне савăнăç кĕртрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Кузьминăн саламĕ пухăннисен чун-чĕринче уйрăмах ăшăлăх, ырăлăх туйăмĕсене вăратрĕ. Анатолий Иванович кăçалхи шартлама сивĕ хĕл халăх чăтăмлăхне хытах тĕрĕсленине, çапах вĕсен кăмăл-туйăмне «пăрлантарайманнине» палăртрĕ. Малашне те кирек мĕнле пулсан та кашнин чунĕнче çуркунне кăна хуçалантăр, сар хĕвел кăна пăхтăр, терĕ вăл, ĕçлеме, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Районти култьура çурчĕн артисчĕсем çинчен те ăшă сăмах каласа хăварас килет. Календарьти паллă кунсемпе çеç мар, чăваш халăх йăли-йĕркипе çыхăннă уявсене те вĕсем яланах тĕплĕн хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттереççĕ. Акă, иртнĕ вырсарни кун та вырăс хĕлне вĕсен тăрăшулăхне пулах асра юлмалла ăсатрĕç. Камитçăсен тумне тăхăннăскерсем, уява пушшех интереслĕх кĕртрĕç вĕсем, путишле хусканусем туса пухăннисене култарчĕç-савăнтарчĕç, тĕрлĕ вăйă-конкурс йĕркелерĕç, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç. М.Самарова, А.Евдокимова, М.Григорьева, А.Васильева, Р.Сорокина, В.Шакртов, Г.Иванова - акă вĕсем халăх пурнăçне савăнăç кÿрекенсем. Паллах, кунта коллектива ертсе пыраканăн, культура çурчĕн директорĕн Инна Николаевна Шашкован тÿпи уйрăмах пысăк.

Çăварни, Çăварни, çуна кÿлсе янрар-и; - шăранать юрă. Илемлĕ хăюсемпе, чечексемпе, тутăрсемпе, шăнкăравсемпе капăрлатнă урхамахсем тапăртатса кăна тăраççĕ, хуçисем пухăннисене катаччи чупма чĕнеççĕ. Ача-пăча çеç мар, аслисем те чун каниччен, юрла-юрла ярăнма пултарчĕç çак кун. Лавçăсем вара йĕркелÿ комитетĕнчен тата район администрацийĕнчен парнесене тивĕçрĕç.

Кирек мĕнле уяв та спрот вăййисемсĕр кичем. Çак кун, акă, сывă пурнăç йĕркин тусĕсем тĕрлĕ енпе вăй виçрĕç. Канат туртса В.Адоровăн команди çĕнтерчĕ. Шăчăсемпе чи ăста утаканни Н.Михайлов пулчĕ, тĕл перессипе - А.Лобаев палăрчĕ. Хутăш эстафетăра - çунашка тĕртсе, шăчăсемпе утса, мишук тăхăнса сиксе - каллех Н.Михайлов чи маттурри пулчĕ.

Уяв савăнăçлă иртрĕ. Халăх юрларĕ-ташларĕ, вылярĕ-кулчĕ, çуллă икерчĕ, техĕмлĕ шашлăк çисе киленчĕ, йĕркелÿçĕсене тав турĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 марта 2006
00:00
Поделиться
;