Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хамăрах ăсталатпăр

Шупашкарта, ачасене хушма пĕлÿ паракан «Юнитекс» центрта, нумаях пулмасть «Шырав» нукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Район чысне «Техника моделированийĕ» пĕрлешĕвĕн участникĕ Артем Васильев хÿтĕлерĕ. Руководителĕ Р.В.Харлов. Конкурса вĕсем «Ĕмĕрлĕх календарь» проекта тăратрĕç.

Ĕмĕрлĕх календаре ăсталама изобретательсен чылай литература «шĕкĕлчеме» тивнĕ. Çакăн валли вăхăчĕ те ытларах кайнă. Календаре çăмăл материалсенчен - картонран, ватмаран - пуçтарнă. Вăл кирек хăш çула, уйăха е куна тупса палăртма май парать.

Артем хăйĕн проектне тивĕçлипе хÿтĕленĕ. «Изобретенисен проекчĕ» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2006
00:00
Поделиться
;