Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Профессиллĕ уявпа – Хисеп грамотисем

Ыран халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен профессилле уявне паллă тăваççĕ. Вĕсем район, республика инфраструктурине аталантарас ĕçе палăрмалла тÿпе хываççĕ.

Районти коммунальщиксем хушшинче халăхăн йăла условийĕсене лайăхлатас енĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем сахал мар. Вĕсенчен нумайăшĕ тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ. «Вурнарский» тепловодоканал» муниципаллă предприятире котельнăйсен тата ăшă сечĕсен производство пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕнче тимлекен Николай Павлова, Александр Егоров слесаре, ял котельнăйĕсен аслă мастерне Валерий Гордеева тата Игорь Лосев водителе вара профессилле уяв умĕн район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2006
00:00
Поделиться
;