Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район кайăк-кĕшĕк чирĕнчен сыхланма хатĕрленет

Пичет, электронлă массăллă информаци хатĕрĕсенче паян кайăк-кĕшĕк грипĕ тĕп темăсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ют çĕршывсенче çеç мар, Раççей территорийĕнче те килти тĕклĕ чĕрчунсем массăллăн вилни çак чир çурхи вĕçев вăхăтĕнче пирĕн района та çитес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланса пурнăçламалли профилактика ĕçĕсем тĕп вырăна тухрĕç.

Районта профилактика мероприятисен комплекслă планне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Кайăк-кĕшĕк грипĕн хăрушлăхне сирес енĕпе ĕçлекен комисси туса хунă. Граждансен хушма тата коллективлă хуçалăхсенчи мĕнпур чăх-чĕпе, хур-кăвакала шута илнĕ. Ял ссыхланмалли пĕртен-пĕр мел вăл – вакцинаци. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе хăрушă чире асăрхаттарас тата сирсе ярас тĕллевпе кирлĕ препаратсем туянма администрацин резерв фондĕнчен 55 пин те 85 тенкĕ уйăрнă. Кайăк-кĕшĕке çывăх вăхăтра иммунизацилеме палăртнă.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ – хăрушă чир. Вăл ернипе ют çĕршывсенче çынсем винĕ тĕслĕхсем те пулнă. Çавăнпа та граждансен асăрханулăха, тимлĕхе чакармалла мар. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци специалисчĕсем вĕçен кайăксем кăнтăртан вĕçсе килнĕ тапхăрта килти тĕклĕ чĕрчунсене хупса усрамаллине, санитари меропритяийĕсем ирттермеллине, выльăх-чĕрлĕх масарĕсене, çÿп-çап тăкмалли вырăнсене йĕркене кĕртмеллине тепĕр хут çирĕп асăрхаттараççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2006
00:00
Поделиться
;