Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тимлĕх кирлĕ

Вутăн алли вăрăм, вĕçерĕнсен ярса тытма çук, теççĕ. Чăнахах та, çаплах. Пĕр алхасма тытăннă вут-çулăмăн çулне пÿлме пачах çăмăл мар. Вăл пĕр шелсĕр пĕтĕм пурнăçа хуçса-аркатма пултарать. Вут-кăварпа нихăçан та алхасма хушман ваттисем. Çак сăмахсене итлеменнипех чылай çын хурлăх курнă.

Районта ку тĕлĕшпе, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, лару-тăру лайăхланни савăнтарать. Паянхи кунччен, кăçалхи 2 уйăх çурă хушшинче, 2005 çулти çак вăхăтпа танлаштарсан, пушарсем 2 хут сахалрах тухнă. Район территорийĕнче ку таранччен 9 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă ( виçĕм çул – 17), икĕ хĕрарăм пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Акă, нумаях пулмасть, мартăн 12-мĕшĕнче, Çĕрпел ялĕнче кăнтăрла тĕлнелле пĕр хуçалăхри пурăнмалли çурт çунма тытăннă. Çуртăн чартак пÿлĕмĕсем çуннă пирки хуçисем 10 пин тенкĕлĕх тăкак курнă. Халĕ тивĕçлĕ органсем пушарăн сăлтавне тупса палăртассипе тимлеççĕ.

Иртсе кайнă февраль уйăхĕнче те пушар асăрхавĕн ĕçченĕсен 6 хутчен васкавлăн вут-кăвар сÿнтерме тухса кайма тивнĕ. Пушарсем, темшĕн, ытларах пурăнмалли çуртсенче алхасма тытăннине палăртмалла.

Февралĕн 5-мĕшĕнче Хапăс ялĕнче те уйрăм çынсен кил-çуртĕнче «хĕрлĕ автан» авăтнă. Çутă пыракан проводка монтажне тунă чухне правилăсене уяманнишĕн кил хуçисен самаях ÿкĕнме тивнĕ. Çуртăн стенисем тата пÿрт тăррин пайĕ сиенленнĕ пирки тăкак 25 пин пулнă. Тепĕр тăватă кунтанах, февралĕн 9-мĕшĕнче Вăрнарта пурăнакансен уйрăм хуçалăхĕнчи мунчара çулăм тухнă, унăн шалти пайĕ тĕп пулнă. Ку тĕслĕхре те тăкак – 25 пин тенкĕ. Телее, кил-çурта страхлама ĕлкĕрнĕ. Пушар сăлтавĕ – мунча кăмакине хутса ăшăтнă чух тивĕçлĕ йĕркесене пăхăнманни. Февралĕн 10-мĕшĕнче вара Хирпуçĕнчи пĕр кил-çуртра сиксе тухнă инкек вилĕмпе вĕçленнĕ. Вут-кăвар тĕтĕмĕпе чыхăнса кайнă хĕрарăмăн пурнăçĕ татăлнă. Кунсăр пуçне çулăмпа пÿртĕн шалти пайĕ сиенленнĕ.

Февралĕн 15-мĕшĕнче Мăнъял Хапăс ялĕнчи инкек-синкекре те хĕрарăм пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Кил хуçи арăмĕ, 1-мĕш ушкăн инваличĕ, сĕрĕмпе чыхăнса сывлайми пулнă. Инкек сăлтавĕ – хутса ăшăтмалли электричество приборĕсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсни. Çак сăлтавпах, электрооборудование йĕркене пăхăнса ĕçлеттерменнипех, «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕн столяр цехĕнче те çулăм тухнă. Телее, тăкакĕ пысăках мар.

Февралĕн 19-мĕшĕнче, «хĕрлĕ автан» каллех пурăнмалли кил-çуртра аташнă. Хальхинче Катăш ялĕнче. Пушар асăрхавĕнче тимлекенсем инкек сăлтавне палăртассипе ĕçлеççĕ.

Çакна ан манăр: вут тухсан, куççульпе сÿнтереймĕн, теççĕ. Ăна тивертме пĕр çын кирлĕ пулсан, сÿнтерме - çĕр çын. Апла пулсан, пушара асăрхаттарасси темрен хаклă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 марта 2006
00:00
Поделиться
;