Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕлле ĕçлемелле

Аш-какай комбиначĕн лавккисене кĕрсен сентресем тулли пулни тÿрех куç умне лекет. Мĕн кăна çук пуль унта: тĕрлĕ-тĕрлĕ кăлпасси изделийĕсем, консервăсем, кăпăшка та техĕмлĕ çăкăр... Лавккасенче тавар туянакансем ялан йышлă. Ара, аш-какай комбиначĕ кăларнă пысăк пахалăхлă, экологи енчен таса продукцие камăн астивес килмĕ;

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи – районти тата республикăри чи тупăшлă ĕçлекен промышленность предприятийĕсенчен пĕри. Вăл иртнĕ çул производство калăпăшне ÿстернĕ, продукцие 2004 çулхипе танлаштарсан 40 процент ытларах вырнаçтарнă. Аш-какай комбиначĕ кăлпасси изделийĕсем хатĕрлеме чĕртаварăн пысăк пайне хăйĕн хушма хуçалăхĕнчех туса илет. Вăл Чăваш Республикин экономикине аталантарма пысăк тÿпе хывать. Çавăнпа та, «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне пурнăçа кĕртмелли условисенче, çурхи уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă хатĕрленсе ирттерессипе республикăри семинар-канашлăвĕн практика пайĕ шăпах çак промышленность предприятийĕн хушма хуçалăхĕнче иртрĕ.

Агропромышленность комплексĕнче çĕнĕ технологисемпе ĕçлени хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн тĕнче рынокне тухма пулмасть. Çав шутра энергипе ресурсне перекетлекен технологипе, машинăсемпе усă курмалла. Шăпах та çакна шута илсе аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче техника куравне йĕркеленĕ. Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ хăнасен çĕнĕ йышши «хурçă утсемпе» тĕплĕн паллашма май пулчĕ. Аш-какай комбиначĕ курава пĕр вăхăтрах культиваци тăвакан тата акса пыракан агрегатсем, «МТЗ-1221», «МТЗ-82» тракторсем, «Crimme» фирма кăларакан интенсивлă майпа çĕр улми туса илмелли машинăсен комплексне тата «Джон Дир-8420» трактора тăратнă. Çавăн пекех курава çĕршыври техника кăларакан тата ял хуçалăхне техника парса тăракан организацисем тата пирĕн районти «Санар» агрофирма та «хурçă утсем» илсе килнĕ.

Куравра çĕнĕ техникăпа паллашнă хыççăн семинар-канашлăва хутшăнакансем район администрацийĕн залĕнче пухăнчĕç. Семинара ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. М.Игнатьев чи малтан Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхне А.Кузьмина сăмах пачĕ. Анатолий Иванович ял хуçалăх предприятийĕсем çуракине мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕ, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, «Янгорчино», «Хорнзор», «Победа», «Броневик» хуçалăхсем, «Санар» агрофирма çурхи уй-хир ĕçĕсене паян-ыранах пуçăнма пултарассине палăртрĕ. А.Кузьмин хăйĕн докладĕнче çавăн пекех тупăшшăн налук тÿлесси пысăк пулни ăна хытах хумхантарнине пытармарĕ. «Машина-трактор паркĕсем, ав, çултан-çул кивелсех пыраççĕ, çавăнпа та вĕсене çĕнетмелле. Ял хуçалăх предприятийĕсенче кадрсем, специалистсем çитмеççĕ,- терĕ вăл. - Вăй питти çынсене ялта ĕçлеме хăварас тесен вырăнтах çирĕпленсе юлма майсем туса памалла. Çавăнпа та район агропромышленность комплексне аталантарма сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ».

Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Александров сăмах илнĕ май, республикăри агропромышленность комплексĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

2005 çулта ял ĕçченĕ тĕш тырă, çĕр улми унчченхи çулхинчен нумай туса илнĕ. Анчах çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру самай йывăрланнă, ĕне выльăх йышĕ палăрмаллах чакнă. Çакна хуçалăх ертÿçисем апат бази çитменнипе ăнлантараççĕ, çав хушăрах вара республикăра 100 пине яхăн çĕр усăсăр выртать. Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ кăçалхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ хатĕрленсе ирттерес пирки те калаçрĕ. Вăл çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе, вăрлăх ĕрчетессипе, ял хуçалăх культурисене им-çамлассипе тĕллевлĕ ĕçлемелли çинче чарăнса тăчĕ. Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Шăмăршă районĕсенче уйрăмах минераллă удобренисем ахал. Çĕр хăйне хисепленине юратать. Тăпрана пулăхлатмасан хура тар тăкса ĕçлени харама каять çеç.

Çураки çывхарсах пырать. Тухăçлăх çуракине мĕнле хатĕрленсе ирттернинчен нумай килет. Чăрмавĕ те туллиех: вăрлăх, техника... Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитменни вара çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра ирттерме ура хурать. Пĕлтĕр, сăмахран, уй-хир ĕçĕсем республикăра 10 кун каярах вĕçленнĕ. Çавăнпа ял хуçалăх министрĕн çумĕ В.Александров хаксем ÿсиччен васкасах çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянма ыйтрĕ.

Хальхи вăхăтра  машина-трактор паркĕсем кивелсе пыни, уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама техника çитменни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çĕннине туянма вара укçа-тенкĕ пайтах кирлĕ. Чылай хуçалăхра «хурçă утсене» çулталăкри нормăран ытларах ĕçлеттереççĕ. Ку сăлтава  пулах кивĕ техника хăвăрт çĕмĕрлет, çавна пула уй-хир ĕçĕсем кал-кал пымаççĕ. «Агро-Инноваци» патшалăх унитарлă предприятийĕн ертÿçи Н.Васильев каланă тăрăх, машинăпа трактор паркне энергипе ресурс перекетлекен, пĕр вăхăтрах уй-хирте темиçе тĕрлĕ ĕç тума пултаракан çĕнĕ йышши техникăпа пуянлатма тăрăшмалла. Вĕсемпе усă курни ĕç тухăçлăхне ÿстерет, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекет, ял хуçалăх культурисен хăй хаклăхне 50-60 процент таран чакарать. Апла, çĕнĕлле ĕçлени – энергипе ресурс перекетлекен технологи çине куçни – кăна тухăçлăха хăпартĕ. Предприяти ертÿçи Н.Васильев, ял хуçалăх министрĕн çумĕ В.Александров çĕнĕ техникăна туянас тĕлĕшпе хастар пулнишĕн вăрнарсене мухтарĕ.

Техникăна кредитпа тата лизинг мелĕпе мĕнле туянасси çинчен «Россельхозбанк» филиалĕн ертÿçи И.Письменская каларĕ. «Хурçă утсене» чылайăшĕ «Техникăна е хатĕре салука хурса кредит илесси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн туянаççĕ. Кредитпа илнĕ техникăна 5 çулта тÿлесе татмалла. Капла ял хуçалăхĕнчи тавар туса илекене техникăпа хатĕре туянма çăмăлрах пулĕ. Хуçалăхсем лизинг фончĕ шучĕпе те парксене çĕнĕ, хальхи вăхăтри техникăпа пуянлатма пултараççĕ. Лизингпа илекен техникăн тÿлемелли вăхăтне 10 çул таран ÿстернĕ. Çакă тÿлевсене вăтамран 5-6 процент таран йÿнетме парать. Хальхи вăхăтра «Чувашагролизинг» уçă акционерсен обществи 67 миллион тенкĕлĕх техника туяннă. Çураки пуçланиччен тата 34 миллион тенкĕлĕх техника туянса хуçалăхсене памалла.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ лизинг фончĕ урлă машина-трактор паркне пуянлатсах пырать. Аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю.Попов семинарта каланă тăрăх, çакă выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлеме, вĕсен йышне хушма пулăшать. Акă, пĕлтĕр хуçалăхра сыснасен йышне 800 пуç таран ÿстернĕ, 1030 тонна аш туса илнĕ. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне – 585,5 центнер аш. Районĕпе аш туса илнин 48 процентне çак хушалăхра туса илеççĕ. Аш-какай комбинатне хушма хуçалăха малалла хăвăрт утăмсемпе аталантарассипе бизнес-проект хатĕрленĕшĕн 59 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит уйăрнă.

Çак промышленность предприятийĕн тĕллевĕсем пысăк. Кунта «Сысна ĕрчетмелли комплекса реконструкцилесси тата çĕнетсе улăштарасси» инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕн 2006 – 2010 çулсенче талăкне 30 тонна таран аш-какай хатĕрлекен комплекс, 25 пин пуç вырнаçмалăх сысна комплексĕ тата 1200 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытмалăх ферма йĕркелеме палăртнă.

Хушма хуçалăхра «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне пурнăçа кĕртессипе сулмаклă утăмсем тума ĕлкĕрнĕ. Нумаях пулмасть кунта икĕ пин сысна вырнаçмалăх икĕ лини хута янă. Выльăх апачĕ ытларах хатĕрлес тĕллевпе аш-какай комбиначĕ панкрута тухнă кооперативсен çĕрĕсене, пай çĕрĕсене арендăна илсе усă куракан çĕр лаптăкĕсене 6000 пине яхăн çитерме шутлать.

Семинар-канашлура çавăн пекех ÿсен-тăрансене хÿтĕлессипе ĕçлекен республикăри станци специалисчĕ Н.Абашин докладпа тухса калаçрĕ.

Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев семинарăн пĕрлехи ларăвĕнче тухса калаçакансен хыççăн ял хуçалăхĕнче çитменлĕхсемпе йывăрлăхсене пĕтермелли тĕп çул-йĕрсене уçса пачĕ, çĕнĕ йышши техникăпа усă курни ял хуçалăх предприятийĕсене малалла аталанма пысăк пулăшу панине палăртрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2006
00:00
Поделиться
;