Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕле шкулпа ăсатрăмăр

Шĕнер Ишек шкулĕнчи 2-мĕш класс ачисем Р.И.Константинова учительницă йĕркеленипе ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле Çăварни вăййисем ирттерчĕç. Шкул стадионне лашасемпе чупмалла кунтан нумаях пулмасть вĕренсе тухнă А.Ю.Кулаевский хăйĕн тракторĕпе хырса пачĕ. «Ишек» хуçалăх председателĕ А.К.Кичаев чи маттур  лаша валли пĕр михĕ сĕлĕ уйăрчĕ, «Шанс» директорĕ В.С.Михайлов парнесемпе пулăшрĕ, Калинино райповĕнчен поварсемпе сутăçсем кукăльсем, çуллă икерчĕсем, вĕри чейпе шашлык хатĕрлерĕç.

Мĕн ĕлĕкрен чăвашсем савăнăçлă ирттерекен уява курма пĕтĕм шкулĕпе çеç мар, ял-йыш та шкул стадионне пухăнчĕç. Ачасем çунашкасемпе ярăнса савăнчĕç, илемлетнĕ лашасемпе катаччи чупрĕç, Çăварни сăввисене каласа вăйăсем вылярĕç, йĕлтĕрпе ăмăртрĕç, «Çуркуннепе», «Хĕл» ушкăнĕсем канат туртрĕç, вăй виçрĕç. Çăмăл пулмарĕ «Çуркуннене» «Хĕле» çĕтерме. Çуркунне ачисем хĕвеле чĕнсе илчĕç. Унăн ырă, йăваш сăмахĕсем хĕл карчăкĕн кăмăлне хуçма пулăшрĕç. Вăл вара тумне хывса хăварсах чупса тарчĕ. Кайран маттуррисене чысларĕç. «Чи илемлĕ лаша» ята Р.А.Алексеева тытса пыракан Милка лаша çĕнсе илчĕ, 2-мĕш вырăна З.М.Григорьеван Муром лаши йышăнчĕ, 3-мĕшне В.И.Кириллов тытнă Молния тата В.И.Емельяновăн Нада лашисем пайларĕç.

«Шăнкăрав-сас» конкурсра мала тухаканĕ 6-мĕш класс (руководителĕ А.Г.Ефремова) пулчĕ. Такмакçăсен конкурсĕнче пĕрремĕш парнене Сергеевсен çемйи илме тивĕç пулчĕ. Ташлакансенчен 4-мĕш класс арçын ачисем (руководителĕ Л.М.Иванова) мала тухрĕç. 2-мĕш класри М.Капитонова «Çил-çуна» пек вĕçрĕ. 3-мĕш класри Алеша А. «Йĕлтĕрçĕ – 2006» ята тивĕç пулчĕ. Л.Ежов пăт пуканне 112 хутчен йăтрĕ.

Юлашкинчен Хĕл карчăкĕн тумне тăхăнтартнă катемпине чĕртсе çунтарса ячĕç. Учитель коллективĕпе ачасем хĕл сиввипе пĕрле йывăрлăхсене «хăваласа» ярса паха малашлăх сунчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2006
00:00
Поделиться
;