Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕлтĕрçĕсемшĕн хĕл вĕçленмен-ха

Çанталăк çуркунне енне сулăнчĕ, унта та кунта шыв кÿленчĕкĕсем курăнма пуçларĕç пулин те, спортсменсем йĕлтĕрĕсене хывма васкамаççĕ-ха. Шăмат кун, акă, Вăрнар йĕлтĕрçисем Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче пĕртăван Григорьевсен парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ республика ăмăртăвне хутшăннă. Йĕлтĕр йĕрĕ çине Ярмушкари, Хăмăшри, Вăрнарти 2-мĕш шкул ачисем, ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем, уйрăм спортсменсем тăнă.

Вăрнарсем ку хутĕнче те ята яман. 1995 çулта çуралнă тата кĕçĕнреххисен ушкăнĕнче, акă, Ярмушкари Михаил Козлов пĕрремĕш вырăна тухнă. 1987-1988 çулсенчисем хушшинче техникумри Владимир Политов финиша пĕрремĕш çитнĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкулти Сергей Политов хăйĕн ÿсĕмĕнче тăваттăмĕш пулнă. 40 çултан аслăраххисем хушшинче Надя Лаврентьева бронза, 35 çулчченхисен ушкăнĕнче Галина Павлова кĕмĕл призерсем пулса тăнă. Çемьесем хушшинче Ярмушкари Ивановсен çемйи виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Ăмăртуран çĕнтерÿçĕсем Дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе таврăннă.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2006
00:00
Поделиться
;