Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕлÿ пахалăхĕ тĕп вырăнта пултăр!

Нумаях пулмасть республикăри вĕрентÿ пайĕсен пуçлăхĕсем тата база шкулĕсен директорĕсем хутшăннипе иртнĕ семинар çак ыйтăвне пĕррремĕш вырăна кăларса тăратнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, юлашки çулсенче республикăра старт илнĕ «Вĕрентÿ тытăмне реформăласси» проект чылай çĕнĕлĕхе çул пачĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсене компьютеризацилесси вара уйрăмах тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăчĕ.

Семинар ĕçĕ пирки калас-тăк, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕн Светлана Петрован сăмахĕ унта питех витĕмлĕ пулнă. Çивĕч ыйтăва хускатакан калаçу вĕрентекенсен çеç мар, шкул ачисен интересĕсене те пырса тивет.

Мĕн тума кирлĕ-ха вĕрентÿ учрежденийĕсен сетьри пĕрлехи хутшăнăвĕ; Паллах, интеренет-рессурсемпе усă курмалли тухăçлă механизмсене пурнăçа кĕртсе пыма, вĕрентекенсен пĕлĕвне аталанатарма, пĕр-пĕрин опытне сарма. Паянхи вĕрентекен хăй аталаса пымасан, ачасене те тивĕçлĕ пĕлÿ параймĕ. Çакă хальхи вăхăтра тĕп вырăнта пулмалла та. Уроксене ячĕшĕн кăна ирттерни вĕренекенсен хавхаланăвне те, вĕренес кăмăлне те путарать. Çавăнпа та кашни педагогăн паян пĕлÿ пахалăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрмалла.

Çак шухăш тата çивĕчрех ыйту кăларса тăратать: мĕншĕн олимпиада-конкурссенче яланах пĕр шкул ачисемех çĕнтереççĕ; Районти шкулсене илес пулсан та, акă, нумай чухне ăс-хакăл конкурсĕсенче Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Калининăри, Санарпуçĕнчи, Аçăмçырминчи, Хапăсри тата ытти хăшпĕр шкулсем кăна çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Ыттисем вара вĕсене ячĕшĕн хутшăннипе çеç çырлахаççĕ-ши; Кунта, ман шутпа, вĕрентекенĕн шкул ачин чунĕнче çĕнтерÿ патне ăнтăлма, çĕннине пĕлме тăрăшма, тавракурăма аталантарма, хăйне шанма пулăшакан туйăма вăратни кирлĕ. Вĕрентÿ сферинчи наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Республика Президенчĕ Н.Федоров та Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çак тĕрĕс шухăша палăртать: «Вĕрентекенсене ĕç укçи тÿлемелли тытăма лайăхлатмалла, вăл ирттернĕ уроксен шутĕнчен мар, вĕрентÿ пахалăхĕнчен килмелле».

Сетьри пĕрлехи хутшăну çавăн пекех профиллĕ вĕрентÿ парас ĕçре те пысăк вырăн йышăнать. Паян шкул ачин хăй ăçта вĕренме каяссине 9-мĕш класрах пĕлме тивĕç. Унăн хăйĕн портфолио пулмалла. «Çакăн валли оценкăсен тытăмне çĕнĕлле йĕркелени кирлĕ, вăл çитес вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнчен вăя кĕрĕ. Çакă ачан компетенцине палăртма май парĕ», - тенĕ министр çумĕ семинарта. Çавăн пекех Светлана Владимировна хăш-хăш предмета оценкăсăр тытăмпа йĕркелеме сĕнĕ, республикăри икĕ база шкулĕнче ку енĕпе паха опыт пулнине çирĕплетнĕ.

Çак проект пурнăçа кĕрсе пынине тĕрĕслес тата ăна тухăçлăрах ĕçлеттерес тĕлĕшпе муниципалитетсенче ĕçлĕ ушкăнсем туса хума палăртнă. Вĕсем ресурс центрĕсен тата база шкулĕсен ĕç-хĕлне вунпилĕк енчен хаклĕç.

Семинарта çавăн пекех шкул ĕç-хĕлне общественноçа активлăрах явăçтарассине те пăхса тухнă, ку енĕпе ырă опыт пухнă педагогсем хăйсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.

Семинар ĕçне вăрнарсем те - район администарцийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, Вăрнарти 1-мĕш, 2-мĕш тата Калининăри шкулсен, ресурс центрĕсен, директорĕсем В.Малов, М.Матвеева тата Т.Ефимова - хастар хутшăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2006
00:00
Поделиться
;