Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республикăра палăрнă

Чăваш енри шкул ачисем хушшинче тĕрлĕ предметпа ирттернĕ олипиадăра вăрнарсем харăсах виççĕн малти вырăнсене йышăнма пултарнă.

Çак çĕнтерÿ вăрнарсемшĕн хăйсемшĕн кăна мар, пĕтĕм шкулшăн, районшăн сумлă.

Калининăри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Владимир Ефимов, акă, технологи предметнее пуринчен лайăх пĕлнине кăтартса панă - пĕрремĕш вырăн йышăннă. Руководиелĕ - Геннадий Никандрович Кошкин. Çак предметпах Санарпуçĕнчи Елена Иванова та палăрнă - виççĕмĕш пулнă. Ертсе пыраканĕ - Раиса Геннадьевна Гордеева.

Аçăмçырми шкулĕнчи Марина Михайлованимĕç чĕлхипе иккĕмĕш пулнă. Руководителĕ - Антонина Николаевна Петрова.

Республикăри вĕренекенсен «EXCELSIOR» наукăпа практика конференцийĕнче те вăрнарсем çулсеренех палăрнă. Пĕлтĕр тĕрлĕ секцинче пиллĕкĕн мала тухнăччĕ.

Ăçал районтан конкурса пĕтĕмпе 35 ĕç тăратнă, комиссии черетлĕ Тура хутшăнма 16 ĕçе суйласа илнĕ. Вĕсем Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти Г.Сергееван, А.Прудскаян, Е.Григорьевăн, Г.Шариповăн, А.Семеновăн, О.Волошинан, О.Тарасован, Кульцаври А.Михайловăн, Е.Пермуткинан, Санарпуçĕнчи Е.Иванован, А.Иванован, Çĕрпелти И.Васильеван, О.Феофанован, Мăн Явăшри А.Федорован, Малти Ишекри В.Федоровăн тата Калининăри Е.Ефимовăн ĕçĕсем. Вĕсенче ачасем тĕрлĕ темăсене çутатнă, халăх йăли-йĕркипе, экологипе, физикăпа, йăх-несĕл тымарĕпе, культурăпа çыхăннă тата ытти ыйтусемпе тишкернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2006
00:00
Поделиться
;