Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

102 çулхи кинемей

Анна Петровна Петрова Шăхальте пурăнать. Нумаях пулмасть вăл 102 çул тултарчĕ. Хăйĕн кун-çулĕ çинчен кинемей ăшшăн каласа пачĕ.

21 çула çитсен Анна Петровна хăйсен ял каччинех Виталий Матвеевич Кумрукова, качча тухнă. Иккĕшĕ те чухăн çынсен çемйинчен. Туслă мăшăрăн сакăр ача çуралнă. Çиччĕшне тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ. Пĕри пĕчĕклех вилнĕ. Ачисене пăхса ÿстерессишĕн нумай тăрăшма тивнĕ. Виçĕ ывăлĕ Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнă. Çав шутра Николай – 7, Сидор – 6, Геннадий 4 çул хĕсметре тăнă. Мăшăрĕ вăрçă хыççăн йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Паянхи куна виçĕ хĕрĕ – Зоя, Роза, Юля – тата Вячеслав ывăлĕ пурăнаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем тата вĕсенчен те çамрăкрах ăру - пурĕ 85 çын ытла. Юля хĕрĕ амăшне пăхса пурăнать.

Анна Петровна вăй хуман ĕç юлман: вăрман та турттарнă, тырă та вырнă, авăн та çапнă. Пенсине тухнă хыççăн чылай çул хушши «Правда» колхозра вăй хунă, тĕрлĕ парнесем илме тивĕçлĕ пулнă. 102 çула çитнĕ пулин те кинеми ăслă-тăнлă калаçать, килти ĕçсене те вăйĕ çитнĕ таран пурнăçлама тăрăшать, Анна Петровна çине пăхсан ăна çакăн чухлĕ çул тесе калама та йывăр.

Халăха социаллă пулăшу паракан центр тата ял поселенийĕ ун патĕнче пулчĕç, çуралнă кунпа саламласа çирĕп сывлăх, ырă кăмăл, канлĕ ватлăх сунчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2006
00:00
Поделиться
;