Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спортпа чи туслă çемьене – Хисеп грамоти

Пирĕн районта спортпа туслă çемьесем сахал мар. Вĕсем – тĕрлĕ шайри ăмăртусен çĕнтерÿçисем – район ят-сумне çÿле çĕклеме пултарчĕç. Акă, Вăрнарти Политовсене илер. Ларисăпа Сергей тата вĕсен Сергейпа Николай ывăлĕсем çитĕнÿсен енчĕкне пĕчĕк мар тÿпе хывнă.

Çемье пуçĕ, Сергей Иванович, район администрацийĕн социаллă аталану пай пуçлăхĕн заместителĕнче тимлекенскер, вун виçĕ çул ытла ĕнтĕ халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе, массăллă спорта анлăрах явăçтарассипе пĕтĕм чунтан тимлет. Мăшăрĕпе ывăлĕсем ăна çак ĕçре пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ, хăйсем те ăмăртусене активлă хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ çулсенче республикăра пĕрре кăна палăрман вĕсем: 2002 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн парнисене çĕнсе илессишĕн пынă çемье эстафетинче Ларисăпа Сергей Политовсем тата вĕсен Сергей ывăлĕ иккĕмĕш, 2003 çулта Лапсар поселокĕнче иртнĕ хĕллехи спорт вăййисене йĕлтĕрпе ăмăртса виççĕмĕш пулнă. кăçал вара Çĕмĕрле хулинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче иртнĕ çемье эстафетинче йĕлтĕрпе чупса Политовсем пĕрремĕш пулнă!

Çак кунсенче, пирĕн районта ĕçлĕ çÿревпе пулнă май, Чăваш Республикин Юстици министрĕн заместителĕ Михаил Кузьмин Политовсен çемйине Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотипе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2006
00:00
Поделиться
;