Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăрăшуллă сутуçă

Енĕш ялĕнчи магазин та Нина Геннадьевна Шишкова чылайранпа тăрăшать. Ял халăхĕн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе чунне парса ĕçлет. Магазина хăех хутса ăшăтать, питĕ таса тытать. Çынсемпе вашаватлă та çепĕççĕн калаçать. Хăшпĕр таварсене кÿрсе килме заказ йышăнса хăвăртах тивĕçтерет. Ял çыннисем Нина Геннадьевнăн ĕçĕпе яланах кăмăллă.

1986 çулта çамрăк хĕрача 9 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канашри 2-мĕш училищĕне сутуçăна вĕренме кĕрет. Вĕренсе пĕтерсен, Нинăн тăрăшулăхпа пултарулăхне кура, ăна Канашрах ĕçлеме хăвараççĕ. Хĕвелтухăç поселокĕнчи гастрономра çулталăк ытларах ĕçлет вăл. 1990 çулта Енĕш каччипе Гералий Николаевич Шишковпа çемье çавăраççĕ. Нина Канашран куçса килсе Енĕш магазинĕнче ĕçлеме пуçлать. Плана яланах тултарса пырать. Çавăнпа ăна 2005 çулта тăрăшуллă пулнăшăн Раççей потребкооперацийĕн знакĕпе наградăларĕç.

Çемьере те Нина чăн-чăн пултаруллă хĕрарăм: юратнă мăшăр, ытарайми анне, килĕшÿллĕ кин. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Асли – Галя, Шупашкарти экономикăпа технологи техникумĕнче çăкăр-булка изделийĕсен технологĕ пулма вĕренет. Кĕçĕнни – Настя - Вăрман Кипек шкулне 4-мĕш класа çÿрет. Хунямăшĕ – Елена Сергеевна кил-çуртри вăй çитекен ĕçсене ĕçлет. Кинĕпе яланах килĕштерсе пĕр чĕлхерен пурăнаççĕ вĕсем. Эпир Нина Геннадьевнăна малашне те лайăх ĕçлесе пыма ырлăх-сывлăх, ăнăçупа телей сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2006
00:00
Поделиться
;