Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туслăх хĕлхемĕ

Чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентес, тăван ен культурипе йăли-йĕркине упрас тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ пуш уйăхĕнче шкул ачисем хушшинче «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль йĕркелерĕ. Унта хутшăнакансем «Ăста тăлмачă», «Асамат», «Çăлтăрчăк», «Шевле» номинацисенче тупăшрĕç.

«Ăста тăлмачă» конкурса чăваш шкулĕсенчи 8-11-мĕш классенче вĕренекен 60-а яхăн ача хутшăнчĕ. Вĕсен текста чăвашларан вырăсла е вырăсларан чăвашла тĕрĕс те илемлĕ куçарма тиврĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ ÿсĕмре Уравăшри Валя Михайлова, Шĕнер Ишекри Елена Казакова, Туçи Мăратри Алексей Малов тата Пăртасри Алексей Митрофанов мала тухрĕç.

«Çăлтăрчăк» конкурсра вырăс шкулĕсенчи 7-9  классем тупăшрĕç. Вĕсем чăваш чĕлхине, тăван ен культурине, чăваш халăх сăмахлăхне епле пĕлнине кăтартса пачĕç, чăвашла таса та илемлĕ сăвă е юптару вуларĕç. Çак ĕçсене тĕрĕс пурнăçласа пĕрремĕш вырăна Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти Надя Семенова тухрĕ, Калининăри Ира Константинова тата Кульцаври Елена Яштайкина та пултарулăхпа палăрчĕç.

Çĕнтерÿçĕсем, çÿлерех асăннă ачасем, ака уйăхĕнче район чысне республикăра хÿтĕлĕç. Вĕсене çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 марта 2006
00:00
Поделиться
;