Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăнлантару ĕçĕсем кирлех

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе районта ятарлă комисси туса хунă. Председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин. Мĕнпур ĕçсем çирĕплетнĕ планпа пулса пыраççĕ.

Ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе пурнăçланă чи пĕлтерĕшлĕ ĕç вăл - ял хуçалăх объекчĕсене шута илни. Районта, акă, пысăк тата вăтам ял хуçалăх предприятийĕсен шучĕ 34, вĕсем 47982,6 гектар йышăнаççĕ. Ял хуçалăхĕн пĕчĕк предприятийĕсем 14 единица, лаптăкĕ - 16274 гектар, фермер хуçалăхĕсем - 49 (1152,55 га), ял хуçалăх организацийĕсен хушма хуçалăхĕсем - 15 (112 га), граждансен коммерцилле мар сад, пахча, выльăх-чĕрлĕх тата ытти пĕрлешĕвĕсем пĕтĕмпе 16 (2157 участок), лаптăкĕ - 153,2 гектар, килти хушма хуçалăхсен хисепĕ - 13125 участок (7749,5 га).

Пĕтĕмпе 14136 объект çырав витĕр тухмалла. Çакăн валли районта икĕ координацилле икĕ участок йĕркеленĕ. Çавăн пекех, инструкторсен 15, 86 шутлав участокĕсене туса хунă.

Мероприятисен планĕпе килĕшÿлĕн, халĕ çырав ыйтăвĕпе халăх хушшинче информаципе ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Хула-ял поселенийĕсенче стендсем йĕркеленĕ.

Ял хуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем агропромышленность тата апат-çимĕç комплексĕсем çинчен туллин те тарăннăн пĕлме, ял хуçалăх политикине çирĕп тытса пыма, ку сферăри лару-тăрăва тарăнрах тишкерме май парĕç. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсен, уйрăм çынсен çырав вăхăтĕнче уйрăмах активлă пулмалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 марта 2006
00:00
Поделиться
;