Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Информаци пĕлĕвĕсĕр малашлăх çук

Юлашки çулсенче, компьютер технологийĕсем пурнăçа пысăк хăвăртлăхпа кĕрсе пынă май, республикăра çеç мар, районта та ку енĕпе ирттерекен конкурссен шучĕ ÿсрĕ. Вĕсем çамрăк талантсене тупса палăртас, вĕсен пултарулăх активлăхне ÿстерес ĕçре уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Нумаях пулмасть республикăри «Прима-мастер» конкурс йĕркипе районта иртнĕ тапхăр та, акă, информаци ресурсĕсен хăвăртлăхĕ, малашлăхĕ çутă пулнине çирĕплетнĕ. Унта Вăрнарти 2-мĕш, Калининăри, Хапăсри, Пăртасри, Ярмушкари, Кÿстÿмĕрти, Санарпуçĕнчи, Мăн Явăшри, Туçи Çармăсри, Шĕнер Ишекри тата Чăрăшкас Хирлепри шкулсем хутшăннă. Конкурсăн çĕнĕлĕхĕ: ачасем дистанцилле майпа - Интернет сетĕнче - тупăшнинче.

Чи нумай задача шутласа çĕнтерекенсем çаксем: пăртассем - пĕрремĕш, кÿстÿмĕрсем - иккĕмĕш, калининăсемпе туçи-çармăссем - виççĕмĕш.

Çавăн пекех комисси чи çамрăк командăна та палăртнă, вăл - Чăрăшкас Хирлеп шкул команди. Вĕсене «Office»-ăн çамрăк мастерĕсем» номинацире дипломпа чысланă. Пăртасри шкул ачисем вара хăйсен информаци пĕлĕвне апрелĕн 1-мĕшĕнче республика шайĕнче тĕрĕслĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 марта 2006
00:00
Поделиться
;