Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йăла-йĕркене пĕтме памастпăр

Шкул ăс-хакăлпа культура аталанăвĕн центрĕ пулса тăмалли çинчен палăртса хăварчĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă уçă Çырура.

Ăс-тăнпа культура вучахĕ пулса тăрать те ĕнтĕ мĕлĕшсемшĕн ку ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул. Кунти пурнăç яланах тĕрлĕ уявсемпе, уроксем хыççăн иртекен ĕçсемпе пуян. Вĕсем педагогика коллективĕ умĕнче тăракан сапăрлăх тĕллевĕсене вăя кĕртме, ачасен хастарлăхне ÿстерме пулăшаççĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкул 100 çулхи юбилейне уявларĕ, кунтан тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисене çĕр шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăй ытамне пуçтарчĕ.

Ачасене халăх традицийĕсене, сăмахлăхне упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарассине, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма вĕрентессине пысăк тĕллев вырăнне хураççĕ вĕрентекенсем. Çакна нумаях пулмасть ирттернĕ чăваш чĕлхипе литература эрни те çирĕплетсе пачĕ. Вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ, кăсăклă ĕç, ăна хатĕрленсе иртерме пурин те нумай вăй хумалла пулчĕ. Ачасен режиссер, сценарист, декораци тăвакан, художник, тĕпчевçĕ, артист ролĕсенче пулса курма тÿр килчĕ.

Тĕрлĕ ĕç тумалла пулчĕ вĕсен: вырăнти халăх сăмахлăхĕн тĕрлĕ жанрĕсене пуçтарса стена хаçачĕсем кăларчĕç, хайлавсем çырчĕç, хăйсем çырнă сăвăсене халăх умĕнче савăнса вуларĕç, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене, çулталăкăн уйрăм тапхăрĕсемпе çыхăннă сăвă-юрăсене, йăла-йĕркесене пуçтарчĕç. Чăваш Ен, тăван ял, шкул историйĕпе лайăхрах паллашас тĕллевпе «Чăваш Ен, тăван тавралăх» темăпа тĕл пулу ирттерчĕç. Тĕл пулура нумай çул Кивĕ Мĕлĕш шкулне ертсе пынă, халĕ ĕç ветеранĕ Геральд Семенович Тестов ял тата шкул историйĕ çинчен пурне те асра юлмалла каласа пачĕ.

7-8 класра вĕренекенсем «Ытарлăх» темăпа ирттернĕ КВН-ра пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем ача-пăча сăмахлăхĕн вак жанрĕсене кăтартса пачĕç. «Тинкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпăр» темăпа ирттернĕ уçă урок-концерт вара пурне те асра юлчĕ. Ачасем чăваш сăмахлăхне халалланă уроксенче мĕн вĕреннине пĕтĕмлетрĕç, вырăнти сăмахлăха пуçтарнă материалсене халăх умне кăларчĕç. Ку урок чăн-чăн уяв пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем, ялти ал ăстисем, вĕрентекенсем ачасен пултарулăхне курса савăнчĕç. Вĕсем хăйсен ачисен вĕренÿпе ĕç результачĕсене курчĕç.

Ачасем вырăнти халăх юррисене, такмакĕсене шăрантарчĕç, чăваш ташшисене ташларĕç. Урок ирттернĕ зала вара Кивĕ Мĕлĕш ялĕнчи ал ăстисен тĕрри-чĕнтĕрĕсемпе, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсемпе, ачасем хăйсем тунă алă ĕçĕсемпе илемлетрĕç. Çавăнпа ялти ватă çынсен çÿпçи-арчисенчи япаласем те халăх умне тухрĕç.

«Тавтапуçах çакăн пек эрнелĕх ирттернĕшĕн. Чăваш халăх йăли-йĕркисене малалла аталантарнишĕн, пурнăç пахине курма вĕрентнĕшĕн, ырра шанма хавхалантарнăшăн»,- тесе ăшă сăмахсем каларĕç кăмăлĕсем тулнă ашшĕ-амăшĕсем. Çак ĕçе татах та малалла аталантарма ырă сунчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 марта 2006
00:00
Поделиться
;