Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мĕн акатăн, агроном

Вăхăт хăвăрт шăвать. Çур аки те çывхарать. Агрономсемпе хуçалăх ертÿçисен мĕн акасси пирки шутламалăх вăхăт юлмарĕ тесен те юрать.

Çур аки ирттерме районĕпе пĕтĕмпе 34570 центнер вăрлăх кирлĕ. Хальлĕхе пирĕн 34672 центнер вăрлăх пур. Вĕсене пурне те тĕрĕсленĕ. Тĕрĕсленĕ хыççăн çакă палăрчĕ: кондицие тивĕçекенни – 71 процент.

Паха вăрлăх хатĕрлессипе уйрăмах çак хуçалăхсем лайăх ĕçлерĕç: Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор», «Знамя», «Мураты», «Знамя труда» ял хуçалăх кооперативĕсем тата «Санар» агрофирма. Мартăн 27-мĕшĕ тĕлне вĕсем пĕтĕм вăрлăха кондицине çитерме пултарчĕç. Çав хушăрах вăрлăх хатĕрлес енĕпе пачах та ĕçлемен е сахал ĕçленĕ хуçалăхсем те çук мар. Акă, «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕн, «Фавн» агрофирмăн вăрлăх вуçех çук. Çавăн пекех кондицие тивĕçекен вăрлăх пачах çук е питĕ сахал хуçалăхсем те пур. Вĕсен шутĕнче – «Абызово», «Гвардеец», «Правда», «Родина», «МТС», «Агро-инвест» ял хуçалăх кооперативĕсем тата «Агрохмель» тулли мар яваплă общество. Асăннă хуçалăхсен уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен юлнă кунсемпе усă курса васкасах вăрлăх тасатакан звеносем йĕркелемелле, вăрлăха тасатассипе ĕçлеме пуçламалла. Çавăн пекех çав хуçалăхсен районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе вăрлăх улăштарас е урăх çĕртен кÿрсе килес пирки те шутламалла.

Районти мал ĕмĕтлĕ хуçалăхсем вăрлăх çĕнетесси пирки тăтăшах шутлаççĕ. Акă, наукăран тата вăрлăх ÿстерекен хуçалăхсенчен района 265 тонна супер элита тата элита репродукциллĕ тĕш тырăсен тата çĕр улмин вăрлăхĕсене илсе килнĕ. Вăл шутран «Санар» агрофирма «Эльф» урпа 3 тонна, «Мария» выльăх пăрçи (с-элита) 4 тонна, çĕр улми сорчĕсем - «Жуковский ранний» 10 тонна (с-элита), «Удача» 10 тонна (с-элита) туяннă. Çавăн пекех «Вурнарская» агрофирма «Эльф» урпа – 20 тонна, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи – 220 тонна, «Хорнзор» ял хуçалăх кооперативĕ – 5 тонна илнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 марта 2006
00:00
Поделиться
;