Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шанăç кÿрет савăнăç

«Мураты» кооператив хуçалăхĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне хăвăртрах пурнăçа кĕртес тесе, хăйĕн хăвачĕсене ÿстерсе пымалли çул-йĕре суйласа илчĕ. Иртнĕ кунсенче кооператив членĕсем хăйсен кÿршисемпе - уйкас-явăшсемпе пĕрлешме йышăнчĕç. Çĕнĕ хуçалăх малашне çĕнĕ вăйпа тата тăрăшарах, ÿсĕмлĕрех, тупăшлăрах ĕçлеме шанăç çуратрĕ.

Пурне те паллă, хресчене ырлăх-пурлăх параканĕ вăл - çĕр. «Мураты» кооперативăн кăçалччен тыр-пул акса тумалли çĕрсен лаптăкĕ пысăках пулман, вăл пилĕкçĕр гектара яхăн çеç шутланнă. Çăкаллă-явăшсем çав лаптăк çинчех çулсерен пысăк тупăш илнĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, кашни гектартан 30 центнер тĕш тырă, 250 центнер çĕрулми пухса кĕртнĕ. Хуçалăх, çĕрулми туса илессипе никĕсленсе пыраканскер, «иккĕмĕш çăкăр» валли кăçалах пысăк лаптăк уйăрасшăн, çав ĕçе уйкас-явăшсене те анлăн кÿлентересшĕн. Акă мĕн каласа пачĕ ун пирки хуçалăх ертÿçи Геннадий Петрович Спиридонов:

- Пирĕн тĕллев - уй-хирти мĕн пур ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркелесе ярасси, пысăк тухăç паракан сортсене ытларах акса тăвасси, кивĕ меслетсенчен хăтăлса лайăххине, усăллине çул парасси. Эпир малашне те çĕрулми туса илессине аталантарса пыма шутлатпăр, мĕншĕн тесен вăл пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнет, пысăк тухăç парать. Ăна тĕрлĕ вырăнсене ярса сутассине татах та анлăлатасшăн. Наци проектĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăртлатмалли майсем çинчен те каланă. Эпир малашне ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те тимлĕрех ĕçлеме палăртатпăр. Ăна пурнăçлама майсем пур: витесем те, ĕç вăйĕ те çителĕклĕ, выльăх апачĕ туса илмелли çĕр лаптăкĕ те пысăкланчĕ. Кĕскен каласан, пĕтĕм çитĕнĕвĕн малашлăхĕ - хамăр вăйра, хамăр ăс-тăнра.

- Геннадий Петрович, хĕл кунĕсем иртсе пыраççĕ, умра - çураки, калăр-ха, тархасшăн: ака-суха ĕçĕсене ирттерме техника çителĕклĕ-и, вăл юсавлă-и; - ыйтрăм хуçалăх ертÿçинчен.

- Техника пирĕн йăлтах çĕнĕ, - терĕ Геннадий Петрович, - ака-суха ĕçĕсене ирттерме туртăм вăйĕ çителĕклĕ. Пĕлтĕр кăна кустăрмаллă тракторсене иккĕ, гусеницăллисене пĕрре туянтăмăр. Кунсăр пуçне иртнĕ çулта машинăпа трактор паркне хута ятăмăр. Çĕнĕ парка тыр-пул пухса кĕртмелли «Вектор» йышши комбайн хутшăнчĕ.

- Вăрлăхсем пирки калăмăр-ши;

- Пур йышши вăрлăх та çителĕклĕ, шăтаслăх енĕпе йăлтах ака стандартне лараççĕ. Ака-суха ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ.

Çуракине хатĕрленес тапхăрта Г.Спиридонов ертÿçĕн нуши-терчĕ, татса памалли ыйтăвĕ нумай. Апла пулин те, Геннадий Петрович пуçне усмасть.

- Çураки ирттересси нихăш çул та çăмăл килмен, - калаçăвне малалла тăсрĕ ертÿçĕ. - Пирĕн механизаторсем, йывăрлăхсене çĕнме хăнăхнăскерсем, кăçалхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă иртттерме сăмах пачĕç. Çакă хамăн кăмăла та çĕклерĕ, тыр-пула хăвăрт тата тирпейлĕ акса хăварма шанăç çуратрĕ, - терĕ вăл.

Мĕнех калăн, шанăç яланах савăнăç кÿрет, ăнăçу сĕнет, телей парнелет. Çăкаллă-явăшсем, уйкас-явăшсемпе пĕрлешсе тĕрекленнĕскерсем, кăçалхи тĕллевсене те ăнăçлă пурнăçласса шанас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 марта 2006
00:00
Поделиться
;