Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

2006 - Ăс-хакăл çутлăхĕн тата чун аталанăвĕн çулталăкĕ

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул пирки çапла каламалла та. Кунта çитĕнекен ăрăвăн ăс-тăнĕпе чун-чĕре пуянлăхне аталантарас ĕçре пухăннă опытпа мухтанмалли пурах. Педколлектив, мĕн пĕр шкулта чăмăртаннăранпах, пĕлÿ пахалăхне ÿстерессине çеç мар, ачасене пĕчĕкренех ыр кăмăллăха, хăйтĕллĕнлĕхе, активлăха хăнăхтарассине тĕп вырăна хурать. Ахальтен-и, çак шкулта вĕренекенсем районти, республикăри конкурссенче, интеллектуаллă вăйăсенче яланах малтисен ретĕнче пыраççĕ.

Чăваш ен Президенчĕ 2006 çула Ăс-хакăл çутлăхĕпе чун аталанăвĕн çулталăкĕ тесе палăртнăран, ку ĕçе кунта тимлекенсем чылай вăйлатнă. Çакă кăçал валли йышăннă мероприятисен планĕнчен те аван курăнать. Пĕлĕве, тавракурăма аталантармалли, анлăлатмалли тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем, уяв каçĕсем, тĕл пулусем, наукăпа практика конференцийĕсем, ÿт-пĕве пиçĕхтермелли спорт ăмăртăвĕсем чылай кĕртнĕ унта. Хăш-хăшне ирттерме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ вĕсем.

Тунти кун кунта йĕркеленĕ наукăпа практика конференцийĕ те, акă, кăçалхи çулталăк планĕпе иртрĕ. Унта Кульцаври, Пăртасри, Кÿстÿмĕрти, Хапăсри, Санарпуçĕнчи, Туçи Мăратри, Кăмашри, Иртеменкассинчи шкулсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç.

«Ăс-хакăл вăй-хăвачĕ – сывă чун-чĕрепе ÿт-пÿ патне хывăнакан çул» - çак ятпа фойере йĕркеленĕ фотостенд шкул пурнăçне тĕрлĕ енлĕн çутатса парать. Кунта ачасен тăван тавралăха упрама, илеме туйма вĕрентекен, ĕмĕтсемпе çунатлантаракан  ÿкерчĕксем. Хăнасем вĕсемпе кăсăклансах паллашрĕç.

Наукăпа практика конференцине шкул директорĕ М.К.Матвеева уçрĕ, кăçалхи çулталăкăн тĕп ĕçĕсем вĕрентÿ процесĕнче пĕлтерĕшлĕ, пахалăхлă вырăн йышăннине палăртрĕ. Чăвашсен паллă просветителĕн И.Я.Яковлевăн халалне вуласа пани вара хĕрачасемпе арçын ачасен чунĕсенче ырăлăх туйăмĕсене вăртарĕ.

Директор çумĕ Г.П.Мефодьева вĕрентÿ учрежденийĕн кулленхи активлă пурнăçĕпе паллаштарни те хăнасемшĕн интереслĕ пулчĕ. Пухăннисем хушшинче паха опыта хăйсем патĕнче сарас текенсем тупăнчĕçех ĕнтĕ.

Галина Петровнан сăмахĕсене пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ха; Малтанах çакна асăнмалла: Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул - çĕнĕлĕхсене çул паракан тĕслĕхлĕ вĕрентÿ учрежденисенчен пĕри. Пĕлÿ пахалăхĕпе тĕрĕс воспитанин тĕп факторне мала хураççĕ кунта, ачасене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен таса, сăпайлă пулма вĕрентеççĕ. Чи кирли вара – пурнăç çулĕпе утма тĕрĕс курс кăтартни, культурăллă пулма хăнăхтарни.

Юлашкин пĕлтерĕшĕ уйрăмах анлă: ăслă-тăнлă çыннăн калаçăвĕ те, шухăшлавĕ те, хăйне тыткалани те – пĕтĕмпе культурăллă пулмалла. Çакна çÿлте тытаççĕ те асăннă шкулта тимлекенсем. Вĕренекен пурнăçра хăйĕн вырăнне туптăр тесе унра пултарулăхне аталантарассишĕн çунакан, пĕлĕвне пĕрмаях ÿстерессишĕн ăнтăлакан туйăма çуратма тăрăшаççĕ. Шкулта йĕркеленĕ воспитани системи çак ĕçре уйрăмах пулăшать: тĕрлĕ спорт, ташă кружокĕ, музейсенче пулни, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ăсталăха туптани, урок-концертсем ирттерни çитĕнÿсене ÿстерме май парать. Темиçе çул ĕнтĕ Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсем. «Ылтăн алăсем» конкурсăн тĕрлĕ номинацири çĕнтерÿçисем. Виçĕ çул шахмат енĕпе районта малта пыраççĕ. «Кĕçĕн Тăван çĕршыв историйĕ» конкурсăн çĕнтерÿçисен йышĕнче те вĕсем чылаййăн: Оля Волошина, Ольга Воробьева, Евгений Григорьев вара пĕрремĕшсем пулнă. Кĕçĕн çулхисем те интеллектуаллă вăйăра виççĕмĕш çул пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ.

Спортра та маттур ачасем: мини-футбол енĕпе пĕрремĕш, тенниспа баскетболпа – иккĕмĕш. Хутăш препаратсен завочĕ йĕркелекен спартакиадăна та хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Çакна та каламалла: 2-мĕш шкултан виççĕн тан Чăваш ен Президенчĕн творчествăри ăнтăлушăн паракан стипендине тивĕçнĕ: вĕсем – Сергей Львов, Оля Волошина, Роман Арсентьев. Тата виççĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ.

Республикăри «Пирĕн кил – планета» тата «Çулталăкри чи лайăх вĕренекен» конкурссенче – иккĕмĕш, О.Волошина, Е.Григорьев, К.Прудская - «EXCCLSIOR» наукăпа-практика конференцийĕн çĕнтерÿçисем. Нумаях пулмасть çавăн пекех асăннă шкула. Парксемпе садсен çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республикăн Вĕрентÿпе çамрăксен политикин Дипломĕпе чысланă...

Кусем - ÿсĕмсемпе çитĕнÿсен пĕр пĕчĕк пайĕ кăна-ха. Вĕсене вара чун-чĕре аталанăвĕсĕр тума çук.

Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте çакна аса илтерчĕ те. Паян çĕршывра пуçпуласшăн иртĕхекен наркомани, алкоголизм чирĕсем çамрăк ăрăва хăйсен серепине ан турттăрччĕ. Йывăр вăхăтра чун çирĕплĕхне çухатманни, пĕр-пĕрне каçарма пĕлни усалран çăлать те. Ыр кăмăллăха вĕрентес ĕçре вара чиркÿсем пысăк вырăн йышăнаççĕ - çак шухăша хăйĕн сăмахĕнче уççăн палăртрĕ Александр атте. Çак тĕллевпех вăл çитес çул, ашшĕ-амăшĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе, çак шкулта «Ăс-хакăл воспитанийĕн никĕсĕ» факультативлă курссем йĕркелессине те пĕлтерчĕ.

Çак кун вĕрентекенсемшĕн те, ачасемшĕн те тулăх, интереслĕ пулчĕ. Шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăнах вĕсем ушкăнсене уйрăлса мастер-классенче ĕçлерĕç, харпăр хăй проекчĕсене хÿтĕлерĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 апреля 2006
00:00
Поделиться
;