Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасен юрă уявĕ

Çапла калама пулать ачасем хушшинче иртекен республикăри «Пĕчĕк çеç путене» фольклор фестивальне. Районта иртнĕ тапхăр, акă, культура çурчĕсенчи тата шкулсенчи чылай пултаруллă ачана хăй «ытамне» пуçтарма пултарнăччĕ. Чи маттуррисем зонăри концерта хутшăнма тивĕçнĕччĕ. Вăл вара мартăн 25-мĕшĕнче Йĕпреçри культура çуртĕнче иртнĕ.

Мăн Элменти культура çурчĕ çумĕнчи Е.Муракова ертсе пыракан «Хунав» тата ача-пăча музыка шкулĕнчи Е.Сухареван фольклор коллективĕсем, Пăртасри тата Пăваялĕнчи культура çурчĕсен солисчĕсем Анастасия Кондратьевапа Евгений Кудрявцев (руководителĕсем - Н.Иванов тата В.Кудрявцев. Мăн Явăшри, Вăрманкасри, Кивĕ Мĕлĕшри шкулсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă унта. Кунта та ачасен пултарулăхĕпе сцена çинчи ăсталăхне тивĕçлипе хакланă – музыка шкулĕн коллективне, Е.Кудрявцевана «Çемçен пусма мĕн лайăх» тата А.Кондратьевапа «Шывĕ юхать» юррисемпе финала хутшăнма суйласа илнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 апреля 2006
00:00
Поделиться
;