Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрханулăх çинчен ан манăр

Шкулсенче çуркуннехи каникул пуçланчĕ те урамсенче те, çулсем çинче те ачасем нумайланчĕç. Вĕсем хăйсене ирĕклĕ туяççĕ, пушă вăхăчĕ те нумай. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре пулнипе усă курса, çулсем çине те хăйсем тĕллĕнех тухаççĕ. Ирĕклĕхе туйса ача-пăча тимлĕхе çухатать, çавна май çул çинче вĕсем хутшăннипе инкек-синкек тухас хăрушлăх пур. Апла пулсан, çул-йĕр инкекĕсенче ачасем сусăрланса аманассине асăрхаттарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрмалла. Каламалла, ачисемшĕн, вĕсен сыхлăхĕшĕн чи малтанах ашшĕ-амăшĕсем яваплă. Ан манăр: транспорт çулĕсем ачасем вылямалли вырăн мар. Кунсăр пуçне нихăçан та вĕсене çулсем çине хăйсем тĕллĕн, пĕччен кăларса ан ярăр, çулăн тепĕр енне каçнă чух пăхăнмалли йĕркесене тĕплĕн ăнлантарăр.

Шалти ĕçсен районти пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем педагогсене, ашшĕ-амăшĕсене ачасемпе калаçусем ирттермелли, хăйсен те ырă тĕслĕх кăтартмалли çинчен тепĕр хут аса илтереççĕ.

Тепĕр паянхи куна пĕлтерĕшлĕ ыйту çинче те чарăнса тăрар. ЧР Министрсен кабинечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, çурхи ейÿ вăхăтĕнче республика территорийĕнчи çулсем çинче пĕр чăрмавсăр, хăрушлăхсăр çÿреме майсем тăвас тата автомобиль çулĕсене арканасран асăрхаттарас тĕлевпе, 2006 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен 7 тонна е ытларах виçеллĕ транспорт хатĕрĕсене пурте усă куракан автомобиль çулĕсем çинче çÿреме чараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 апреля 2006
00:00
Поделиться
;