Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кунашкал ача сачĕ районта урăх çук

Çак сăмахсем Кÿстÿмĕрти вăтам шкул çумĕнчи ача садне уçнă чухне пĕрре кăна янăрамарĕç. Чăн та, ялсенчи шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вăл самаях уйрăлса тăрать. Илемлĕхĕпе, хăтлăхĕпе, паянхи пурнăçа тивĕçтернипе кăна мар, кĕçĕннисене шкула хатĕрлес ĕç çăмăлланнипе те. Кунта ачасене аталанма, пуçламăш пĕлÿ никĕсне илме пĕтĕм условисем çителĕклĕ. «Киввипе танлаштарсан, чăн-чăн ырлăх»,- теççĕ чĕрисем савăнăçпа тулнă ашшĕ-амăшĕсем пÿлĕмсене пăхса çаврăннă май. Сăн-питĕнчи савăк кулă вара вĕсен мĕн уяв вĕçлениччен те çухалмарĕ.

Ара, сахал мар кĕтнĕ-çке вĕсем çĕнĕ ача сачĕ уçăласса. Ĕç хăвăртлăхне ÿстерме хăйсем те тÿпе хывнă, пÿлĕмсене илемлетме пулăшнă. Чи калăпăшлă ĕçсем, паллах, «Стройком» общество строителĕсем (ертÿçи – Л.Сантимер) çине тиеннĕ. Кĕске вăхăтра классене садик майлă реконструкцилесе çитерме пултарнă вĕсем.

Садик заведующийĕ Галина Михайловна Уфаринова пирки те чылай ырă сăмах каламалла. Вăл çине тăнипех, тăрăшнипех ĕнтĕ паян кĕçĕн çулхисем ăшă, çутă, хăтлă пÿлĕмсенче выляççĕ-вĕренеççĕ. Çирĕм пĕррен вĕсем – тĕрлĕ çулсенчи шăпăрлансем. Кÿстÿмĕр, Ершепуç, Оттиккăвă ялĕнчен çÿреççĕ кунта.

«Ивушка» ача садĕнче паян пиллĕкĕн тимлеççĕ. Заведующисĕр пуçне Надежда Витальевна Измакова воспитатель, Екатерина Филипповна Семенова воспитателе пулăшаканĕ, Елена Софроновна Краснова музыка руководителĕ тата Зоя Ивановна Кириллова повар. Çакна та каламалла,  педколлектив вунпилĕк çул ытла пĕр «тĕвĕре» вăй хурать. Кĕçĕннисене пуçламăш утăм тума, тĕрĕс воспитани илме, тавракурăма аталантарма пулăшас ĕçри опычĕ те пысăк вĕсен.

Паянхи пурнăçра шкулсене кăна мар, ача сачĕсене уйрăмăнах хăйсене тĕллĕн аталанса пыма йывăр. Çавна май халĕ çак ĕçе спонсорсене, попечитель канашĕсене явăçтарни вырăнлă. Кÿстÿмĕрсен ку енĕпе савăнмалли пурах. Акă, А.Петров депутат, И.Ручкова предприниматель, «Агат» суту-илÿ центрĕ (Е.Фадеева), «Агрохмель» общество (Б.Семенов) вĕсене яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Ача сачĕ уçăлнă ятпа йĕркеленĕ уявра та, акă, вĕсем парнесем чылай кÿчĕç.

Уява çавăн пекех район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов тата Н.Федорова методист, Ершепуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Е.Музяков тата ытти хăнасем хутшăнчĕç. Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте чиркÿпе вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕрлешсе ĕçлени ачасене тĕрĕс çул çине тăма пулăшнине палăртрĕ, ача садне çветить. Çавăн пекех вăл кĕçĕннисене çветить тунă хĕрессем, ача-пăча православи журналне çырăнса панине ĕнентерекен квитанци парнелерĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2006
00:00
Поделиться
;