Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Акцисене хутшăнăр!

Паян алкоголизм, наркомани чирĕсем, чĕлĕм туртасси çамрăкланса пыни хытах шухăшлаттарать. Çитĕнекен ăру пысăк хăвăртлăхпа сиенлĕ йăласен авăрне путни çине вара никамăн та куç хупма ирĕк çук! Хамăр хушăрах ÿсĕр çапкаланса çÿрекен, пирус хыççăн пирус «паклаттаракан», пуçа минретекен япаласемпе усă куракансене пирĕн çăлмаллах, асăрхаттармаллах!

Сăмах – вăй, тетпĕр эпир. Унпа çынна çапса хуçма кăна мар, усал йăларан çăлма, йăпатма, пурнăçăн тĕрĕс çулне суйласа илме пулăшма та пулать. Çакна шута илсе, эпир, район хаçатĕнче ĕçлекенсем, вулакансем хушшинче «Сиенлĕ йăласем - пирĕн тăшмансем!» конкурс ирттерме палăртрăмăр.

Вулаканăмăрсем, эсир çак «чирлĕ» ыйтусене хускатакан, сиенлĕ йăласене асăрхаттаракан материалсене апрелĕн 30-мĕшĕччен хаçат редакцине çырупа ярса е килсе пама пултаратăр. Сирĕн хушăра та пур вĕсем, эрех-сăра ĕçсе нĕртен тухнăскерсем, сăмакунпа услам тăвакансем, чĕлĕм тусĕсем... Вĕсене асăрхаттарни кăна мар, тен, тепĕр чухне йĕплени те кирлĕ.

Тепĕр акци – вырăнти хăй тытăмлăх реформи пирки. Кăçалтан чылай ял тытăмĕ  çĕнелчĕ – ял администрацийĕсем пĕрлешсе пĕр поселени туса хучĕç. Вулаканăмăрсем, çĕнĕлĕхсене туятăр-и эсир; Тен, çитменлĕхсем те пур, тен, ырри ытларах. Паян ял тăрăхĕ аталанасси сирĕнтен те нумай килет-çке. Хăвăр пурăнакан вырăна чечеклентерме, тен, эсир те мĕнле те пулин тÿпе хывма палăртатăр; Хăвăр шухăшăрсене çырса пĕлтерме ыйтатпăр.

Вулаканăмăрсем, сирĕн çырăвăрсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр!

Пĕлсе тăма: материалсен алăпа çырнă 3 пичет листинчен ытларах пулмалла мар.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться
;