Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Артистсем çитменнни ура ан хутăр

Вунă-вунпилĕк çул каялла апла пулман. Паян вара тĕрлĕ жанрлă киносем, телесериалсем спектакльсене - пурнăç чăнлăхне сăнласа паракан  чăнахах та чаплă произведенисене - тĕксе кăларма хăтланаççĕ. Халăхра калашле «супăньле» оперăсем» - нумай сериллĕ фильмсем - вăхăтлăх кăна, вĕсем халăха чăн культурăна ăнланма чараççĕ. Театр пĕтсен - классика произведенисем те вилеççĕ. Ăс-хакăлпа нравственность воспитанийĕ парас, халăх йăли-йĕркине ăрусем валли упраса хăварас ĕçре те театрсен тÿпи пысăк.

Çакна курах ĕнтĕ юлашки çулсенче театр искусствине сыхласа хăварассипе чылай тăрăшаççĕ районти культура ĕçченĕсем. Пысăк тăхтав хыççăн клубсенче драма кружокĕсем çĕнĕрен вăй илсе чĕрĕлчĕç. Республикăра, çав шутра хамăр районта та, çулсеренех ирттерекен конкурссем те чылай. Культура çуртĕнче драма ушкăнĕсем йĕркелеме май пачĕ.

Пĕлтĕр районта иртнĕ «Яланах театр» смотр-конкурса, акă, пĕтĕмпе çичĕ коллектив хутшăннăччĕ, тата маларах - иккĕ кăна. Кунта çакна калани те вырăнлă пулĕ: пĕр вăхăт районти культура çуртĕнче халăх театрĕн режиссерĕ пулманни те драма кружокĕсене аталантарма хытах ура хучĕ пулĕ. Ертсе, вĕрентсе пыракансăр ĕç малалла каяймасть çав. Иртнĕ çул режиссер тилхепине Галина Васильевна Иванована тыттарнăранпа вара лав шав малалла туртăнчĕ. Мал ĕмĕтлĕскер, вăр-варскер тÿрех çанă тавăрса ĕçе икенчĕ. Паллах, артистсем, уйрăмах арçын ролĕсене вылякансем, çитменни час-часах хаш! сывлаттарать ăна.

Çапах та чылай вăхăт хыççăн халăх умне çĕнĕ спектакль кăларма пултарчĕçех вĕсем. Пĕтĕм тĕнчерти театрсен кунне халалласа Мăн Явăшра йĕркеленĕ уяв каçĕнче халăх умне Н.Угаринăн «Улька кинĕн виçĕ кинĕ» камитне кăларчĕç.

Пысăк ăсталăха калăпланă артистсем рольсене. Арнольд Марковкин (Мăкăнь), Галина Иванова (Улька), Николай Иванов (Миша), Марина Григорьева (Вера), Инна Шашкова (Надя), Алина Евдокимов (Люба), Римма Сорокина (Марук) икĕ пайлă пьесăна чăн пурнăçри пекех кăтартса панă. Спектакле музыка композицийĕпе илемлетекенĕ - Валерий Шакртов. Режиссерĕ - Галина Иванова. Артистсем пĕлтернĕ тăрăх, çак камитпе вĕсем кашни ялах çитесшĕн.

Театр кунне халалланă уява çавăн пекех мăн-явăшсем Альбина Сухан çырнă «Ватти пур та латти пур» пьесăра тата ачасем «Кăвакарчăн куçĕ тата кăткă» юмахпа тухнă. Уйкас Кипекри драма ушкăнĕ Н.Сидоровăн «Кукша пуçа куршанкă çыпçăнмасть» камит, пăртассем «Ывăл патне хăнана» тата «Мăшăрлану агентстви» сценкăсем, чăрăшкас-мăратсем В.Петров репертуарĕнчи «Больницăра» сценкăна ăста выляса панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться
;