Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ыйтусем чылай: пурте халăхшăн

Депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ сессине тата район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвне харăсах пĕр кунта ирттернин сăлтавĕ пысăк - унта районăн социаллă пурнăç аталанăвне пырса тивекен çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.

Ял-хула сăн-сăпачĕ - районăн пурнăç шайне кăтартса паракан тĕкĕр. Ахальтен-и, хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра тытасси, аталантарасси паян пур шайри влаç органĕсенче тĕп вырăнта тăрать. Иртнĕ çул, акă, хамăр патра Республика кунне уявлама хатĕрленнĕ май, районта, тĕпрен илсен, поселокра тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçларĕç. Çулсене юсарĕç, çуртсене сăрласа илемлетрĕç, архитектура илемне пăcса ларакан пÿртсене пăсрĕç, газонсем, чечек клумбисем йĕркелерĕç... - Вăрнарăн урамĕсем кĕске вăхăтра çĕнелсе улшăнчĕç. Советски урамĕ халăхра тивĕçлипех «Вăрнар Арбачĕ» ятпа çирĕпленчĕ...

Çакă поселокра юсав ĕçĕсем вĕçленнине пĕлтермест. Кăçал, акă, унăн тепĕр кĕтесне - «Северный» микрорайона» - тирпей-илем кĕртме палăртнă. Депутатсен районти Пухăвĕнче çак ыйтăва ахальтен кăларса тăратмарĕç ĕнтĕ. «Стройпроект» тулли мар яваплă обществăн директорĕ И.Лукин тата район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Ильин пурнăçламалли ĕçсен эскиз планĕпе паллаштарчĕç.

Микрорайона хăтлăх кĕртессине виçĕ тапхăра уйăрнă. Паллах, пурнăçламалли ĕçсем чылай, вăл шутра - çулсене анлăлатасси, Тракторный тăкăрлăкран пуçласа Гагарин урамĕ таран тротуар сарасси, Гагарин урамĕнче автобус остановки вырнаçтарасси, Зеленый тăкăрлăка тирпей-илем кĕртесси, симĕслентересси, гаражсене урăх çĕре куçарасси, бараксене пăсасси тата ыт. те.

Иккĕмĕш тапхăрпа Ж.Илюкин тата Канашран пырса кĕрекен çул пĕрлешнĕ вырăнта юлакан виçкĕтеслĕхе тирпейлесси. Кунта сквер тума палăртнă. Çакăн валли çак уйăх вĕçнелле грунт кÿрсе килме тытăнаççĕ ĕнтĕ, пĕтĕмпе вăл 2952 тонна кирлĕ. Докладчиксем пĕлтернĕ тăрăх, çакăнта Чăваш Республикин символне вырнаçтарĕç, кану бульварне йĕркелĕç тата ыт. те.

Виççĕмĕш тапхăр - Асап тÿснĕ тата Çĕнтерÿçĕ Çветтуй Георги чиркĕвĕ çывăхĕнчи территорие тирпей-илем кĕртесси. Чиркĕве тавралла карталама, унран инçех мар автостоянка вырнаçтарма, пасар площачĕ таран çул сарма палăртнă...

Пĕтĕмĕшле «Северный» микрорайон сăн-сăпатне улăштарма 3381,99 пин тенкĕ кирлĕ.

Тăван поселокăн 110 çулхи юбилейне кĕтсе илме те чылай юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Çакăн пирки Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ В.Львов каласа кăтартрĕ. Тĕп ĕçсем, паллах, çулсене юсассипе, урамсене çутăпа тивĕçтерессипе, контейнер площадкисем вырнаçтарассипе, йывăç-тĕмсем лартассипе, газонсем, клумбăсем йĕркелессипе, санитари зонисем туса хурассипе, тротуарсем сарассипе çыхăннă.

Чи пысăк ĕçсенчен пĕри вăл - архитектура нормине тивĕçтермен кивĕ, çĕрĕшнĕ çуртсене пăсасси, кунта пурăнакансене социаллă çурт-йĕрпе тивĕçтересси. Дачнăй урамри 13 çурта, акă, «Кивĕ çурт» программăна кĕртнĕ.

Сесси пĕтĕмпе вунă ытла ыйту пăхса тухрĕ. Вăл шутра «Вăрнар район хăй тытăмлăх пуçлăхĕн полномочийĕсене тăсасси çинчен» те. Çак ыйту уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртмалла. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: Федераци законодательствипе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн пур субъекчĕсенче те патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕсене ирттерме ятарлă кун палăртнă. Вăл - асăннă органсен полномочийĕсем пĕтекен çулталăкăн март уйăхĕн е октябрь уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕсене лекет. Çапла вара çак саккун проекчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене юпа уйăхĕччен тăсма май парать.

Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси паян районта уйрăмах çивĕч тăрать. Юлашки пилĕк çулта, акă, хваттер ыйтăвĕпе нушаланакансен шучĕ 537 çынна çитнĕ, ытларахăшĕ - ялсенче. Çакна шута илсе районта «2006-2010 çулсенчи тапхăрта çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама патшалăх енчен пулăшасси» тĕллевлĕ программа йышăннă. Вăл çамрăк мăшăрсене хваттерлĕ-çуртлă пулма кăна мар, хăйсен прависене хÿтĕлеме, çемье институтне çирĕплетме, ача çураласлăха ÿстерме май парĕ. Программăна пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе 6 миллион та 200 пин тенкĕ пăхса хăварнă.

Районта йышăннă тепĕр комплекслă программа та çивĕч ыйтăва татса пама май парĕ.  Ку вăл - йĕркене пăсассине асăрхаттарассипе 2006-2008 çулсем валли йышăннă мерăсем.             Ăна виçĕ тапхăра уйăрнă. Район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен пайĕн пуçлăхĕ В.Харитонов программа преступленисене асăрхаттарас ĕçе сумлă тÿпе хывасса палăртрĕ.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев районти криминаллă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Преступлени тунă тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех кăçал çынна вĕлернĕ икĕ тĕслĕх пулнă. Çынна тапăнса çаратасси, хĕнесси иртнĕ çулхипе танлаштарсан чакнă. Çапах та ÿсĕрле преступлени тăвасси çав-çавах пысăк.

Паянхи кун учетра 396 çын тăрать, вĕсем - пĕр хутчен судпа айăпланнисем, условнăй майпа срок илнисем, эрех-сăрапа иртĕхекенсем...

Федор Петрович çавăн пекех ялсенче сăмакун ĕçĕ «чечекленсех» пынине те палăртрĕ. Кăçал, акă, милици сотрудникĕсем килти условисенче алкоголь шĕвекĕсене хатĕрленĕшĕн тата сутнăшăн 32 çынна административлă явап тыттарнă. Анчах çак цифра мĕнпур сăмакунçăсен пĕчĕк пайĕ кăна-ха, çавăнпа та милици подполковникĕ Ф.Тимофеев общественноçа, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене сăмакун сутакансен усалне чарса лартма пулăшу кÿме ыйтрĕ.

Сессире çавăн пекех Вăрнар район Уставне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси, Депутатсен районти Пухăвĕ 2003 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче йышăннă «Вăрнар районĕнче налуксене йĕркелесе пымалли йĕркене çирĕплетесси çинчен» йышăнăва пăрахăçласси, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 61 çул çитнине чаплăн уявлама хатĕрленесси, сывлăх сыхлавне аталантарасси тата ытти çинчен калаçрĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться
;