Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Усăллă кантăмăр

Хаçатăн кĕркуннехи номерĕнче Вăрнарта пурăнакан Николай Федорович Храмов килти условисенче мини-спорткомплексне йĕркелени çинчен çырса кăтартнăччĕ. Тÿлевсĕрех вăл ачасене спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе пуçламăш утăмсене тума пулăшать. Унăн пархатарлă ĕçĕн тĕшши, паллах, питĕ пысăк - вăл çитĕнекен ăрăва йăнăш çул çине тăрассинчен хÿтĕлет, тĕллев патне çирĕп утма хăнăхтарать. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче вăл, акă, тĕрлĕ вăйăсем ирттернĕ. Çакăн çинчен ачасем ăшă туйăмпа çырса кăтартни уйрăмах савăнтарать:

«Эпир, поселокăн хĕвелтухăç районĕнче пурăнакан ачасем - Егор Кириллов, Андрей Курсов, Гаджи Лосев, Максим Батленов, Иван Николаев, Андрей Васильев тата ыттисем те - çуркуннехи каникула хамăр сывлăхшăн усăллă ирттертĕмĕр. Кунта, паллах, ырă çыннăмăрăн, спортсменăн Николай Федорович Храмовăн тÿпи пысăк. Вăл пирĕн канăва тĕрлĕ спорт вăййисемпе пуянлатрĕ: теннис, шашка, шахмат, домино, турник çинче туртăнасси, пневматикăллă винтовкăран пересси, дартс енĕпе ăмăртусем йĕркелерĕ.

Теннисла чи ăста выляканни Мальвина Трофимова пулчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Оксана Петрова иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Егор Кириллов - виççĕмĕш. Кунсăр пуçне вăл пăшалтан перессипе тата турник çинче туртăнассипе пĕрремĕш пулчĕ.

Пирĕнтен хăшĕ-пĕри çĕнтерÿçĕ пулаймарĕ, апла пулин те кулянса ÿкмерĕмĕр эпир. Çитес ăмăртăва лайăхрах хатĕрленĕпĕр.

Спорт вăййисем пирĕн вăй-хала çирĕплетме çеç мар, кăмăл-туйăм хăпартланăвне ÿстерме те пулăшаççĕ. Çакăншăн хамăр наставника тата тренера Н.Ф.Храмова тав тăватпăр. Вăл пирĕншĕн тăрăшнипе, пулăшма хатĕррине эпир чĕререн туятпăр».



"Çĕнтерÿ çуле"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться
;