Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фонда пуянлатма пулăшрĕç

Историрен паллă, библиотекăсем пысăк промышленниксемпе меценатсем пулăшнипе тытăнса тăнă тата аталаннă. Паян кун та вĕсем спонсор пулăшăвĕсĕр аталану çулĕ çине тăраймĕç.

Çарăклăри ял библиотекинче 9 пин ытла кĕнеке шутланса тăрать. Кăçал унăн фончĕ çĕнĕ изданисемпе самаях пуянланчĕ. Пĕрремĕш кварталта спонсорсем паллă вырăс тата ют çĕршыв авторĕсен 100 кĕнекине парнелерĕç. Любовь Витальевна Овчинникова, предприниматель, акă, фонда - 60, Вячеслав Александрович Чарков 30 кĕнеке пачĕç.

Библиотека хăйĕн нушине ăнланнăшăн тата пулăшнăшăн тусĕсене чĕререн тав тăвать.


"Çĕнтерÿ çуле"
12 апреля 2006
00:00
Поделиться
;