Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Утарçăсем канашланă

Иртнÿ эрнере 29-мĕш профессиллĕ училищĕре утарçăсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ Г.Романов уçнă, вăлах ертсе пынă.

Чи малтан 29-мĕш училищĕн директорĕ Н.Васильев вĕренÿ заведенийĕ çинчен каласа кăтартнă, кунта хурт-хăмăр ĕрчетессипе мĕнле ĕçленине паллаштарнă.

Кăçал хĕл кунĕсем сивĕ тăчĕç. Хуçалăхсен утарĕсенчи пыл хурчĕсен çемйисем мĕнле хĕл каçрĕç-ха; Кун çинчен районти хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлекен зоотехник И.Федоров каласа панă. Çавăн пекех вăл çуркунне утарсенче ветеринарипе санитари мероприятийĕсем ирттересси çинче чарăнса тăнă. Вăрнар район ветеринари лабораторийĕн заведующийĕ Е.Анисимова пыл хурчĕсен чирĕсене лабораторинче тĕрĕслеме материалсем еплерех суйласа илесси пирки доклад тунă.

Калас пулать, çынсене хурт-хăмăр ĕрчетессипе кăсăклантарас тĕллевпе Вăрнар тата Элĕк районĕсен зоотехник-утарçи И.Федоров викторина та йĕркеленĕ. Унта шкул ачисем те, аслисем те активлă хутшăннă. Викторинăра мала тухнисене – И.Васильевана (Çĕрпел), О.Иванована (Мăн Явăш), К.Павлована ( Кĕçĕн Кипек), М.Кудряшована (Вăрманкас), А.Николаева (Кайри Тукай), О.Иванова (Хурăнсур Çармăс) – семинар-канашлура парнесем парса чысланă.

Канашлăва хутшăннисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă хыççăн пыл пахалăхне тутанса палăртнă. Л.Дормидонтовăн (Оттикăвă), Н.Васильевăн (Кайри Тукай) тата Г.Медведевăн (29-мĕш училище) пылĕ чи лайăххи тесе йышăннă. Вĕсене пĕрер килограмм пушă карас панă тата дипломпа наградăланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 апреля 2006
00:00
Поделиться
;