Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юбилей ячĕпе, юратнă ача сачĕ!

Вăрнарти 4-мĕш «Березка» ача сачĕн коллективĕ пирки манăн уйрăмах чылай ăшă сăмах калас килет. Кĕçĕн çулхисене кашни кунах хавас кулăпа, çĕкленÿллĕ туйăмпа кĕтсе илеççĕ кунта тимлекенсем. Тен, тепĕр чух чунĕсенче йывăр та пулĕ, анчах япăх кăмăла ачасем çинче кăларас йăла çук вĕсен. Эпир, ашшĕ-амăшĕсем, яланах пĕлсе тăратпăр – пирĕн ывăл-хĕрсем шанчăклă та ырă кăмăллă воспитательсен аллинче.

Паян «Березкăра» тимлекенсем çинчен калаçма сăлтавĕ икĕ хут пысăкрах – нумаях пулмасть вĕсем ача садне йĕркеленĕренпе 35 çул çитнине уявларĕç. Çак пĕчĕкех мар тапхăрта самана кустăрми темĕнле майлă та çаврăннă, аталану çулĕ çине йывăрлăхсем те пĕрре мар тухса тăнă пулĕ - çапах та кĕçĕннисене пуçламăш пĕлÿ парас ĕçри тĕп фактора, ыр кăмăллăха, кăмăл-сипет тасалăхне çухатман педколлектив, яланах çĕнине шыранă, унпа ĕçре усă курма тăрăшнă. Çак паха енсене паян та малти вырăна хурса ĕçлет вăл.

Ача сачĕн аталану историне тĕрлĕ çулсенче заведующире ĕçленĕ Н.Ф.Галкина, Н.И.Федорова, Р.Б.Степанова, В.Н.Силина сахал мар тÿпе хывнă. Паянхи коллектив вĕсен пархатарлă ĕçĕсене манмасть, темиçешер çул çирĕпленнĕ традицисене тытса пынипе пĕрлех çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пырать. Ача сачĕ пысăк стажлă педагогсене пĕрлештерет. В.П.Казанкова, Н.В.Андреева, Е.Е.Орлова, Н.Н.Волкова, О.М.Венедиктова, Н.В.Макарова, В.Н.Силина, Н.А.Васильева воспитательсем, Н.С.Федорова музыка руководителĕ, Н.В.Васильева педагог-психолог, Н.В.Цыганова физкультура воспитанийĕн руководителĕ, В.А.Любаева медицина сестри – акă вĕсем, ачасен тавракурăмне аталантарма, ăс-тăнне çирĕплетме, тимлĕхне ÿстерме, сывлăхлă пулма вĕрентекенсем. Кĕçĕн воспитательсем те, поварсем те, кĕпе-йĕм çăвакансем те ырă ята тивĕç.

«Березка» ача сачĕн туслă та пысăк коллективне вунă çула яхăн ĕнтĕ Раиса Васильевна Архангельская ертсе, педагогикăн çăмăл мар «ишевĕнче» тĕрĕс çул кăтартса пырать. Вăл çирĕп заведующи кăна мар, шанчăклă юлташ та, уçă чунлă тус та, хуйха-савăнăçа пĕрле пайлакан та, йывăр вăхăтра пулăшу алли тăсакан та.

Коллектив паян кĕçĕннисен сывлăхне упрассине, çирĕплетессине, пултарулăхне, ăс-хакăлне аталантарассине, кăмăл-сипет воспитанийĕ парассине тĕп вырăна хурса ĕçлет, ыр кăмăллăха, тасалăха вĕрентет. Ачасене пурнăçăн пуçламăш утăмĕсене тума пулăшнипе пĕрлех вăл обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать: поселока тирпей-илем кĕртмелле-и – 4-мĕш ача сачĕн ĕç вăйĕ хатĕр те, концертсене хутшăнмалла-и – тÿрех номерсем хатĕрлеме тытăнаççĕ, умра конкурссем-и – пуçа усмаççĕ...

Кусем ÿстерсе каланă сăмахсем мар. Юбилей каçĕнче, акă, çак сăмахсене Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ В.Львов та çирĕплетсех каларĕ, тав турĕ. Уяв, паллах, салам сăмахĕсемпе, парнесемпе пуян пулчĕ. Ачасен вăйĕпе хатĕрленĕ концерт хăнасен, ашшĕ-амăшĕсен кăмăлне çĕклерĕ. Кĕçĕннисем пĕр кăлтăксăр, çÿллĕ шайра юрлани-ташлани, такăнмасăр сăвăсем каланинче. Н.С.Федорова музыка руководителĕн, Н.А.Васильева тата Н.В.Макарован тÿпи пысăк.

Мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă, кăтартуллă ĕçлесе пыракан коллектива юбилей ячĕпе саламланă май, малашне те чун çепĕçлĕхне, тăрăшулăха упраса хăварма, паха опыта ыттисем хушшинче сарма, ăслă-тăнлă ачасем çитĕнтерме, кунсерен ашшĕ-амăшĕн тавне илтме ăнăçу сунас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 апреля 2006
00:00
Поделиться
;