Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурхи ĕçсем вăхăтра тата пахалăхлă иртчĕр

Çураки çитсе пынă май, апрелĕн 12-мĕшĕнче «Броневик» кооперативра иртнĕ хуçалăх ертÿçисен тата агрономсемпе инженерсен семинар-канашлăвĕнче ăна вăхăтра тата тухăçлă ирттерессипе çыхăннă ыйту тĕп вырăнта пулчĕ.

Семинара район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ С.Павлов, тĕп агрономĕ А.Борисов, тĕп инженерĕ В.Никифоров, районти вăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В.Шашкин, ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен районти станци агрономĕ В.Мураткин, патшалăх техника асăрхавĕн районти тĕп инженер-зоотехникĕ В.Тимофеев хутшăнчĕç.

Юр ирĕлсе çырмана юхса кайса пĕтнĕпе пĕрех. Тухăçлăх уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленсе ирттернинчен килнине ăнланакан хресченĕн пĕр канăç та çук. Çуркуннехи пĕр кун та çулталăк тăрантарать тенине чăн-чăн çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать-тĕр. Çак яваплă тапхăрта техника юсавлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе «Броневик» хуçалăхĕн механизаторĕсем ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем кĕске вăхăтра юсав ĕçĕсене вĕçлесе техникăна – сеялкăсене, культиваторсене, сцепкăсене... - çуракине хатĕрлесе çитернĕ. Хуçалăх ертÿçи В.Репин каланă тăрăх, кунта çурхи ĕçсене, çанталăк условийĕсем лайăх пулсан, 9 кунта вĕçлеме палăртнă. Çакна валли саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Кăçал хăмăшсем çурхи тулă 146 гектар, урпа 112, сĕлĕ 18 гектар акма тата çĕр улми 60 гектар тата купăста 3 гектар лартма планланă.

Пĕтĕмĕшле илсен, çураки ирттерме хуçалăхра 8325 литр топливо кирлĕ. Анчах машинăпа трактор паркĕ кивĕ пулнă пирки В.Репин çунтармалли-сĕрмелли материалсем ытларах та кирлĕ пулассине пĕлтерчĕ. Энергие перекетлекен технологипе усă курни ĕç тухăçлăхне, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлет. Çавна шута илсе хуçалăх вăй çитерсе çĕнĕ техника туянасшăн.

Уй-хир тухăçлăхне ÿстерекенни – паха вăрлăх тата çĕр пулăхлăхĕ. Кăçал районти хуçалăхсенчи çĕрсене хывма пурĕ 3000 тонна удобрени кирлĕ. Хальлĕхе 2500 тонна пур. 2006 çулта çуртрисем пурĕ 12876 гектар çинче акма палăртнă

Районта тĕш тырă тата пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне çителĕклĕ хурса хăварнă. Анчах хăш-пĕр хуçалăхсенче, сăмахран, «Абызовăра», «Агрохмельте», вăрлăх инспекцийĕнче тĕрĕсленĕ акмалли вăрлăх 100 проценчĕпех кондицие лармасть.

- Мĕн авалтанах пĕлетпĕр: мĕн акатăн, çавă шăтать. Япăх вăрлăх акса пысăк тухăç илеймĕн,- терĕ ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ А.Борисов. – Пĕлтĕр, акă, «Гвардеец», «Родина» кооперативсенче гектартан вăтамран 4-7 центнер тырă кăна илнĕ, çав вăхăтрах санарпуçсем - 30 центнер ытла.

Тухăç япăх пулни акмалли вăрлăхра тĕрлĕ чирсем пурринчен те килет. Семинарта ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен районти станци агрономĕ В.Мураткин тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене чир-чĕр айăпласран вăрлăха акас умĕн им-çамламаллине каларĕ. Ку ĕçре хими препарачĕсемпе ĕçлекен çынсене кирлĕ çи-пуçпа тивĕçтерме, им-çамлассине пĕтĕмпех механизацилеме ыйтрĕ. Ку тĕлĕшпе хăмăшсене ырламалла çеç. Вĕсем хăрушсăрлăх техника йăлтах пăхăннă.

РФ Правительствин саккунĕ кашни çулах тракторсене, прицепсене, хăйсем тĕллĕн куçакан ытти техникăна, техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма ыйтать. Патшалăх техника асăрхавĕн районти тĕп инженер-зоинспекторĕ. И.Тимофеев çураки умĕн хуçалăхсенче тĕрĕсленĕ техника мĕнле шайра пулнине каласа пачĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕç дисциплини хавшанишĕн, унта шаннă ĕçе тивĕçлипе туса пыманнишĕн хумханнине пытармарĕ. Капла, çурхи ĕçсене мĕнле ирттерĕпĕр-ха;

- Эсир ĕçлемесен хуçалăха пырса никам та ака-суха туса, тырă – çĕрулми акса-лартса памĕ,- терĕ С.Павлов канашлура тухса калаçнисем хыççăн сăмах илсе. - Çĕр лаптăкĕсем пушă ан выртчăр.

Умра – яваплă тапхăр. Кĕркунне пÿлмесем тулли пулччăр тесен çуркунне сахал мар вăй хума лекет. Ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ С.Павлов пур хуçалăх ертÿçине çуракине вăхăтра та пахалăхлă ирттерме сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2006
00:00
Поделиться
;