Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фантазисен вĕçевĕнче

Районти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче икĕ эрне декоративлă прикладной, техника творчествин тата ал ĕçĕсен «Ылтăн алăсем» выставки ĕçлерĕ.

26 шкулти ачасем унта хăйсен чи лайăх - йывăçран касса кăларнă, çыхнă, çыпăçтарнă, çĕленĕ... - ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Мĕнпур экспонат хăйне евĕрлĕ, кашнинчех ĕçе тĕплĕн те пĕтĕм чунтан пурнăçлани сисĕнет. «Чăваш тĕрри» номинацире, акă, Çĕрпелти шкулта вĕренекен Анна Федькова хăйĕн тĕррипе тĕлĕнтерчĕ. Руководителĕ Тамара Михайловна Максимова. Тĕрлĕ эрешсем тĕрлессипе çавăн пекех Хăмăшри Алиса Никитина та палăрчĕ. Ăна ку ĕçре вĕрентсе пыраканĕ – И.П.Иванова.

Ача-пăча пултарулăх çурчĕн воспитанницин Диана Иванован çемçе теттисем те тÿрех куçа тыткăнларĕç, вăл ку номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

«Йĕппе çыхасси» номинацире Ярмушкари Анна Ильина (ертÿçи Н.В.Арешкина), «Аппликацисем, коллахс» номинацире Чăрăшкас Хирлепри шкулти 4-мĕш класс ачисем (Е.Г.Кондратьева), «Хут пластики» номинацире Кĕçĕн Кипекри Кристинапа Ирина Степановасем (руководителĕ О.С.Степанова), «Техника творчестви» номинацире Кивĕ Мĕлĕшри Николай Юлмасов палăрчĕç.

Выставка ĕçсемпе çеç мар, куракансемпе те пуян пулчĕ. Шкул ачисен ĕçĕсемпе ача садне çÿрекенсем те, учительсем те, библиотекарьсем те кăмăлласах паллашрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2006
00:00
Поделиться
;