Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Илĕртÿллĕ лĕпĕшсен тĕнчинче

Пирĕнтен ытларахăшĕ лĕпĕшсемпе нăрăсен чăн ячĕсене пĕлсех каймасть те пулĕ. Пĕлсен те - шутлă кăна. Çитменнине эпир курнă лĕпĕшсене пÿрне хутлатса шутлама пулать.

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче уçăлнă курав вара пирĕн çак «пушă» вырăна чăннипех «тултарма» пултарать. Вунă пине яхăн лĕпĕшпе нăрă, эрешмен вырăн тупнă экспозицире. Виссарион Петрович Лосманов - Чăваш енри пĕртен-пĕр энтомлог - унта тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕл пулакан лĕпĕшсемпе хурт-кăпшанкăсене тăратнă.

Пĕр-пĕр поэт хăйĕн сăввисемпе паллаштарнă пекех, В.Лосманов та пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă коллекцийĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать.

Профессипе Виссарион Петрович - инженер-технолог. Лĕпĕшсемпе кăсăкланас туртăм вара унăн чĕринче ача чухнех çуралнă. Çак выставкăна пăхатăн та чăнахах тĕлĕнетĕн - эпир курманни, пĕлменни-илтменни мĕн чухлĕ! Тен, эпир çут çанталăк илемĕпе тивĕçлипе киленме пĕлместпĕр: лĕпĕшсене ахальтен кăна тытатпăр, кăпшанкăсене шелсĕр таптатпăр... Виссарион Петрович вара улăх-çаранпа, шыв хĕррипе, вăрманпа çÿрет-и - çак пĕчĕк чĕр чунсене пуçтарать, вĕсене тишкерет.

Çичĕ теçетке урлă каçнă ĕнтĕ вăл, 35 çулне вара лĕпĕшсемпе нăрăсене пухас ĕçе халалланă. Малтанах ăна çак ĕçре юлташĕсем пулăшнă, çавăн пекех вăл ытти регионсенчи, ют çĕршывсенчи энтомологсемпе çыхăну тытать. Кăнтăр Америкăран, Кăнтăр Хĕвел тухăç Азирен, Çĕнĕ Гвинейăран лĕпĕшсемлĕ посылкăсем час-часах килеççĕ ун патне. Вăл хăй те Чăваш енре сайра тĕл пулакан лĕпĕшсене ярса парать инçетри тусĕсене.

Çавăн пекех Виссарион Петровичăн пурнăçăн ытларах пайĕ экспедицисенче иртет. Таджикистанри Тань-Шаньре тата ытти çĕрте пулнă вăл - кашнинчех киле çĕнĕ экспонатпа таврăннă.

В.Лосмановăн кăсăклă, анчах çăмăл мар ĕçĕнчи чи паха енĕ вăл - хăй пухнă пуянлăхĕпе халăха паллаштарма пултарни. Вăл йĕркеленĕ тĕлĕнмелле выставка Тутарстана, Пушкăрта, Мари Эле, Чĕмпĕре «çаврăнса» тухнă. Кашнинчех ăна хапăлласа йышăннă.

Раççей Ăслăлăхсен Академийĕн энтомологи обществин членĕн коллекцийĕпе вăрнарсем те кăсăкланса паллашаççĕ. Курмалли вара пурах. Лĕпĕшсем куçа тĕрлĕ тĕспе илĕртеççĕ кăна мар, пысăкăшпе те тĕлĕнтереççĕ. Апполонăн, акă, çунат сарлакăшĕ 70-90 миллиметр. Тĕрĕссипе выставка çинчен вуласа пĕлни кăна çителĕксĕр, унта кашни çыннăн пулса курмалла. Уйрăмах вăл ачасемшĕн кăсăклă пулĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2006
00:00
Поделиться
;