Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп вырăнта - кăмăл-сипет воспитанийĕ

Çула çитмен çамрăксем преступлени тăвасси юлашки çулсенче пĕтĕмĕшле илсен Раççейĕпех çивĕч тăрать. Хамăр районта та лару-тăру лăпках мар. Çакна шута илсе ĕнтĕ, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ профилактика темипе çырнă статьясен конкурсне ирттерет. Ăна право пĕлĕвĕн уйăхлăхĕ енĕпе çырнă.

Конкурс çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипетпе этика воспитанийĕ парас ĕçе çынсен анлă сийне, обществăлла организацисене явăçтарма, ку енĕпе паха опыт кăтартакана тупса палăртма, вĕренÿпе культура тата обществăлла организацисен ĕçĕ-хĕлĕнче актуаллă тата перспективлă формăсемпе усă курма, методика тишкерĕвĕн пĕрлехи информаци банкне туса хума май парĕ.

Конкурса çÿлерех асăннă ыйтусене хускатакан методика пособийĕсене, социаллă проектсене, методика тишкерĕвĕсене тăратма юрать. Чи лайăх материалсем район хаçатĕнче кун çути курĕç. Конкурс тăватă номинаципе иртет. Унта ялсенче тата поселокра вырнаçнă учрежденисемпе организацисем, урам тата çурт комитечĕсем, çамрăксен нравственность воспитанийĕпе интересленекен уйрăм граждансем, кил хушшинчи командăсем тата урам комитечĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Ĕçсене хакланă чухне çаксене шута илеççĕ: материалсен çĕнĕлĕхĕпе актуаллăхне, пĕлтерĕшлĕхне, çивĕчлĕхне унпа ĕçре усă курма май пуррине тата ыт. те. Тĕплĕнрех 2-22-34 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2006
00:00
Поделиться
;