Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавах, шкулăм, ăс панăшăн

Хапăсри вăтам шкул 160 çул тултарнине уявлама  Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен, Шупашкартан, районти тĕрлĕ ялсенчен 120 ытла хăна пухăнчĕ. Юбилее тĕплĕн хатĕрленнĕ. Коридорсемпе акт залĕнче те тĕрлĕ выставкăсемпе стендсем йĕркеленĕ: вула, тĕпче - шкул пурнăçĕпе паллаш.

Уявăн савăнăçлă пайне шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Инна Григорьевна Егорова питĕ ăнăçлă йĕркеленĕ, вăлах ертсе пычĕ. Малтан шкул директорĕ Светлана Николаевна Михайлова сăмах илчĕ, кĕскен шкул историйĕпе паллаштарчĕ. Районти вĕрентÿ управленийĕн методика кабинечĕн пуçлăхĕ Елена Леонтьевна Карпова та хăйĕн сăмахне саламран пуçларĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванович Кузьмин çырнă ăшă сăмахсемлĕ саламлă çырăва вуларĕ, хаклă парне пачĕ. Саламсемпе ылмашăнса вĕрентекенсемпе вĕренекенсен художество пултарулăх коллективĕсем, ăста купăсçă Александр Дмитриевич Кузнецов ертсе пынипе, юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, ташăсем те кăмăла çĕклерĕç.

Пирĕн шкулта пĕлÿ илнĕ, СССР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ Ольга Николаевна Чернова музей валли иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче ÿкернĕ фотоальбома парнелерĕ. Унăн амăшĕ те, Агния Константиновна, пĕтĕм пурнăçне Хапăс шкулĕнче ачасене ăс парса ирттернĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ята илнĕ. Çавăн пекех Галина Павловнăпа Валерий Эрикович Кузнецовсем, «Вурнарыгаз» филиал пуçлăхĕ Илья Анатольевич Арбузовпа тĕп инженерĕ Альберт Владимирович Шашкин, Вячеслав Павловичпа Любовь Владимировна Степановсем – иккĕшĕ те юристсем, Надеждăпа Антонина Владимировна Миговаровăсем (аппăшĕпе йăмăкĕ), Альбина Александровна Иванова хаклă парнесемпе кĕнекесем парнелерĕç.

Сумлă уява ирттерме ырă кăмăллă спонсорсем укçа-тенкĕ енчен пысăк пулăшу панă. Вĕсем - Валерий Эриковичпа Галина Павловна Кузнецовсем, Елена Юрьевна Григорьева, Юрий Александрович Музыкантов, Александр Григорьевич Гусев, Николай Ильич Волков, Николай Анатольевич Арбузов. И.А.Арбузовпа А.В.Шашкин шкула пысăк картина парнеленисĕр пуçне спорт залне юсаса сăрлама 5 пин тенкĕлĕх сăрă туянса пачĕç.

Хăнасене апат-çимĕçпе сăйлас тĕлĕшпе те Надежда Алексева, Ираида Крючкова, Валерий Зиновьев, Анатолий Волков тата Андрей Сюмайкин май пур таран пулăшрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2006
00:00
Поделиться
;