Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуракине хатĕрленсе

Çитес çураки йĕркеллĕ, пĕр пăтăрмахсăр иртесси техникăна юсаса-çĕнетсе хатĕрленинчен те нумай килет. Паллах, юхăнса пыракан техника паркĕ çĕр ĕçĕнче нимле пулăшу та параймĕ. Кунсăр пуçне юсавсăр трактор-машина çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать, тăван тавралăха сиен кÿрет. Çавна май, хуçалăхсенче ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле пулнине, техника шутне палăртма, çул-йĕр правилисене тата машинăсене ĕçлеттерме йышăннă инструкцисене мĕнле пăхăннине тишкерме, хăрушсăрлăх йĕркисене пăсассине асăрхаттарас тĕллевпе районта ял хуçалăх техникин – тракторсен, вĕсен прицепĕсен тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсен - çулталăкри патшалăх техника тĕрĕслевĕ иртет.

Çак кунсенче, акă, «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕн техники тĕрĕслев витĕр тухнă. хуçалăхра пĕтĕмпе 17 трактор шутланать, çав шутра вуннăшĕ – урапаллисем. Кашни трактор çумне икшер тракторист çирĕплетнĕ.

«Янгорчино» хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ çулсеренех çĕнĕ техникăпа пуянланать. Иртнĕ çул, сăмахран, МТЗ-1221 трактор тата тыр-пул пухса кĕртме ДОН-1500 комбайн туяннă. Кĕç-вĕç автопарка тепĕр МТЗ-1221 хутшăнмалла.

Тĕрĕслев комиссийĕ те хуçалăхра техникăна çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме аван хатĕрленнине палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 апреля 2006
00:00
Поделиться
;