Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăйлисем çĕнтерчĕç

Канмалли кунсем район спортсменĕсемшĕн каллех çивĕч ăмăртусемпе асра юлчĕç.

Шăмат кунпа вырсарни кун, акă, волейболистсем район чемпионатĕнче тупăшнă. Малти вырăнсене çĕнсе илессишĕн ăмăртуçăсен ретне арçынсен сакăр, хĕрарăмсен пилĕк команди тăнă. Вăйлă командăсем пуçтарăннăран, турнир хĕрÿ те çивĕч лару-тăрура иртнĕ.

Икĕ кунхи вăйăсенче хĕрарăмсем хушшинче К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн команди мала тухнă. Çакна палăртма кăмăллă, çавалкассем районта иртекен пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ, кашнинчех пысăк ăсталăх кăтартса призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Хурăнсур Çармăсри хĕрарăм-волейболистсен командин те шутра çĕнтерÿсем сахал мар. Ку хутĕнче те, акă, вĕсем çитĕнÿсен енчĕкне кĕмĕл медальпе пуянлатнă.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди турнирта виççĕмĕш пулнă.

Арçынсем хушшинче тупăшу уйрăмах çивĕч иртнĕ. Финала тăватă команда – Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн, Янгорчино» тата К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсен тата ял хуçалăх техникумĕн волейболисчĕсем – тухннă. Малти вырăнсем çапла пайланнă: çĕрпелсем – пĕрремĕш, кĕçĕн кипексем – иккĕмĕш, çавалкассем – виççĕмĕш.

Шăмат кунпа вырсани кунах Елчĕк салинче 1989 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех ачасем хушшинче йывăр атлетика енĕпе Чăваш ен чемпионачĕ иртнĕ. Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕнче ăсталăха туптакансем Денис Тимофеевпа Владимир Саженков унта 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Вырсарни кун Çĕнĕ Шупашкар хулинче Хĕвел тухăç кĕрешĕвĕ енĕпе иртнĕ республика чемпионатĕнче те вăрнарсем ăнăçлă ăмăртнă. Район чысне унта Кÿстÿмĕрти вăтам шкул команди хÿтĕленĕ. Уйрăмшар зачетра Денис Наумов, Василий Антипов тата Александр Якушин – ылтăн, Владимир Григорьев – кĕмĕл, Настя Дормидонтова бронза призерсем пулса тăнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 апреля 2006
00:00
Поделиться
;