Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăмăл атлетсем старт илчĕç

Çăмăл атлетсен çуллахи тапхăрне уçнă ятпа ирттернĕ чупу пĕтĕмпе 303 спорт тусне пуçтарчĕ! Вăл ытлари кун районти культура çуртне каякан трасса çинче иртрĕ. Чупăва Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 61 çул çитнине те халалларĕç.

Пирĕн районта чупассипе те Раççей шайĕнче палăрнă çамрăк спортсменсем çук мар. Кăмпал хĕрачи Таня Макарова нумаях пулмасть, акă, спорт мастерĕн ятне тивĕçрĕ. Хăмăшри Марина Гордеева Раççей первенствинче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ. Çак хĕрачасем иккĕшĕ те республикăн физкультурăпа спорт министерствин специализациленĕ шкулĕнче ăсталăха туптаççĕ. Çав вăхăтрах районта йĕркелекен ăмăртусене те хаваспах хутшăнаççĕ. Çурхи кросра та, акă, вĕсем хăнасем вырăнĕнче çеç пулмарĕç, пуринпе тан старта тăчĕç. Чупăва уçнине ĕнентерсе Чăваш ен ялавне çĕклеме те вĕсемех тивĕçрĕç.

Ăмăрту умĕнхи тепĕр савăнăçлă хыпара та пĕлтерме кăмăллă. Çÿлерех асăннă шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.И.Архипова пултаруллă спортсменсене çитĕнтерес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Хăмăшри шкул директорне С.Н.Петрова, физкультура учительне В.В.Афанасьева тата район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн специалистне С.И.Политова Тав çырăвĕсемпе тата кубоксемпе чысларĕ.

Старта чи малтанах 1993-1994 çулсенче çуралнă хĕрачасем тухрĕç. Пĕр километрлă дистанцие Аçăмçырминчи Н.Чернова пуринчен малтан парăнтарчĕ. 2-мĕш шкулти А.Павловапа Хăмăшри А.Ильина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çак дистанцирех арçын ачасем хушшинче М.Молосов (Ярмушка), В.Зиновьев (Аçăмçырми), И.Сладков (2-мĕш шкул) палăрчĕç.

1991-1992 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче хĕрачасем икĕ, арçын ачасем виçĕ километр чупрĕç. Кунта финиша çаксем маларах çитрĕç: Н.Алексеева (Аçăмçырми), И.Сорокина (Ярмушка), Н.Михайлова (Кÿстÿмĕр), С.Политов (2-мĕш шкул), А.Семенов (Мăн Явăш), Н.Семенов (1-мĕш шкул).

1989-1990 çулсенчисен ушкăнĕнче хĕрсенчен икĕ километрлă дистанцире М.Гордеева (Хăмăш), М.Лебедева (Калинино), М.Михайлова (Шĕнер Ишек) çĕнтерчĕç, арçын ачасенчен – А.Кириллов (Вăрманкас), А.Николаев (Калинино), А.Иванов (Шĕнер Ишек).

1987-1988 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче малти виçĕ вырăна çапла пайларĕç: Т.Макарова (Кăмпал), А.Иванов (Мăн Явăш) - пĕрремĕш, Е.Логачева тата В.Политов (техникум) - иккĕмĕш, Р.Иванова (Шĕнер Ишек) тата А.Емельянов (техникум) - виççĕмĕш.

Ял поселенийĕсенчи чупуçăсен стартне пăхма уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Харпăр хăй ÿсĕмĕнче кунта Ярмушка ял поселенийĕнчи Геннадий Афнасьевпа Нина Кондратьева тата Упнер ял поселенийĕнчи Галина Павловапа Эдуард Михайлов пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Çĕнтерÿçĕсем грамотăсене тата укçан парнене тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться
;