Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ вăйпа - çуракине

«Хорнзор» ял хуçалăх кооперативĕ районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ку ял хуçалăх предприятийĕ иртнĕ çул ĕçлĕ ăмăртура районти хуçалăхсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Хурăнсур-çармăссем пĕлтĕр кашни гектартан вăтамран тĕш тырă 25 центнер, çĕр улми 250 центнер, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 543,1 центнер сĕт, 41,6 центнер аш туса илнĕ. Кăçал та ял çынни пĕлтĕрхинчен кая мар ĕçлеме, производствăра пысăк ÿсĕмсем, çитĕнÿсем тума тĕллев лартнă.

Механизаторсем кĕске вăхăтрах юсав ĕçĕсене вĕçлесе хуçалăхри мĕн пур техникăна çуракине хатĕрлесе çитернĕ. Вĕсем техника тĕрĕслевĕ ирттерме комисси килнĕ çĕре тракторсене пĕр рете лартнă. Калас пулать, кăçал хурăнсурсем лизинг фончĕ шучĕпе машина-трактор паркне пуянлатма пултарнă, «Л-207» çĕр улми лартмалли машина, «СЗ-3,6» сеялка тата «МТЗ-82,1» трактор туяннă. Çĕнĕ трактора хуçалăхра тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ю.Михайлов механизатора панă.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме кăçал хуçалăхра 18 техника хутшăнать. Чи малтанах вара «Хорнзор» ял хуçалăх предприятийĕн, 1993 çулта «Янгорчино» пĕрлешÿллĕ хуçалăхран уйрăлса тухсан, мĕн пурĕ те 3 трактор кăна пулнă.

- Техника вăл – ял хуçалăх чĕри. Унсăрăн ял хуçалăхĕнче пĕр ĕç те тăваймастăн,- терĕ кооператив ертÿçи Ф.Г.Кузьмин. - Çавăнпа машина-трактор паркне пуянлатни малалла аталанмалли тĕп çул-йĕр пулса тăрать.

Хуçалăхра кадрсем те, специалистсем те çителĕклĕ. Хуçалăх тилхепине тытса пыракан тăрăшнипе кунта ĕçлеме пурне валли те условисем туса панă. Çавна май ял çыннисем хăйсене шанса панă ĕçе чыслăн, яваплăха туйса пурнăçласа пыраççĕ, ял малашлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

Акă, техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче пур механизатор та ĕç вырăнĕнче пулчĕ. Вĕсенчен кашни çуракине вăхăтра тата пахалăхлă ирттересшĕн. Пултаруллă та маттур, Улăп паттăра аса илтерекен механизаторсем ака-суха тума уй-хире тухассишĕн тунсăхласа çитни вĕсене тимлĕ сăнасанах палăрать. Куçĕсенчен пăхсан трактористсен çăл куç пекех тапса тăракан иксĕлми вăйĕ пуррине асăрхатăн. Тыр-пул ÿстерни – пархатарлă ĕç. Çавăнпа та çĕр ĕçченĕсем кăпăшка тата тутлă шăршăллă çăкăр сĕтел çинчен ан татăлтăр тесе кăçал та хура тар юхтарма хатĕр.

Калас пулать, кооперативра техника тĕрĕслевĕ иртнĕ чух хуçалăх ертÿçи те, тĕп инженер та, тĕп агроном та пурччĕ. Ку вăл хуçалăх, ял малашлăхĕшĕн пурте тăрăшнине çирĕплетет.

Комисси членĕсем тĕрĕслев вăхăтĕнче пысăк кăлтăксем тупса палăртмарĕç. Пĕрер трактористăн огнетушитель кирлĕ вырăнта пулманни, топливо юхни курăнчĕ. Вĕсем çак çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме шантарчĕç.

Тĕрĕслев хыççăн район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров механизаторсене çураки вăхăтĕнче ĕç хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси пирки тимлемеллине каларĕ, ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата тухăçлă ирттерме ăнăçусем сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться
;