Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăнăçлă пуçларĕç

Мăн Турханти çыхăну уйрăмне кĕрекен 8 ялта 661 хуçалăх шутланать, вĕсенче 1441 çын пурăнать. Халĕ ку тăрăхра пурăнакансем 5339 экземпляр хаçат-журнал çырăннă. Хăшпĕр çынсем 7-8 тĕрлĕ издани çырăнса илеççĕ. Акă, сăмахран, Кăмашри А.Григорьева, Чăрăшкас Мăратри Ю.Марковпа Е.Данилова районта, республикăра тата центрта тухса тăракан хаçат-журналсене сакăршар экземпляр илсе тăраççĕ.

2006 çулăн иккĕмĕш çур çулĕшĕн хаçат-журнал çырăнтарассине çыхăну уйрăмĕнчи почтальонкăсем ăнăçлă пуçларĕç. Пирвайхи квитанцисене З.Гаврилова, Е.Давыдова, С.Александров пенсионерсем илме тивĕç пулчĕç. Виççĕшĕ те район хаçатне кăмăлласа çырăнчĕç.

- Эпир «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатсăр пурăнма хăнăхман. Ăна кашни çулах çырăнса илетпĕр, юратса вулатпăр,- терĕç ĕç ветеранĕсем.

Пичет изданийĕсене сарас ĕçе Галина Иванова, Дина Журавлева, Алина Антонова, Татьяна Никитина почтальонкăсем куллен вăйлатса пыраççĕ. Çырăнакансем хушшинче «Çĕнтерÿ çулне» кăмăллакансем сахал мар. Халĕ ăна ку тăрăхра пурăнакансем 101 экземпляр илсе тăраççĕ.

- Пирĕн çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарассине малашне те çÿллĕ шайра тытса пырĕç. Ан тив, кашни кил хаçат-журналпа туслă пултăр, унăн ăс-хакăлĕпе туллин усă куртăр,- терĕ почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Вера Алексеевна Долгушева.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться
;