Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăваш ен Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн

Чăваш ен Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ конкурса Чăрăшкас Хирлепри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул та хутшăнчĕ.

Çак конкурса хутшăнма кунта пур условисем те çителĕклĕ. Çĕнĕ, илемлĕ шкулта аслă пĕлÿллĕ вĕрентекенсем ĕçлеççĕ, ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пултараççĕ. Пурлăх бази те çирĕп, компьютер класне йĕркеленĕ, шкул интернетпа çыхăннă, унăн хăйĕн сайчĕ пур.

Уроксене ирттернĕ чухне учительсем çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă кураççĕ, ытти çĕнĕ меслетсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.

Информатика урокне 2002 çултанпа 5-мĕш класран вĕрентме тытăннă, кăçалтанпа – 3-мĕш класранах. 2002 çултанпа 2-мĕш класран акăлчан чĕлхине вĕрентетпĕр. 2004 çултанпа «шкул – ача сачĕ» меслетпе ĕçлетпĕр, кĕçĕннисем эрнере виçĕ хутчен шкула çÿреççĕ, çырма-вулама хăнăхаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çавăн пекех 9-мĕш классене професси суйласа илме пулăшакан эксперимента хутшăнтăмăр, ачасем элективлă курссенче пĕлĕвĕсене тарăнлатрĕç. Çав ĕçе кăçал та туса пыратпăр. 2003 çултанпах 3-мĕшпе 4-мĕш классем валли историпе факультативлă курс йĕркеленĕ.

Шкулта вĕренекенсен хăй тытăмлăхĕ ĕçлет. Кунта кашни ача хăйĕн вырăнне тупса пултарулăхне аталантарма пултарать. Уроксем хыççăн час-часах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр: конкурссем, концертсем, фестивальсем, спартакиадăсем, тĕл пулусем, выставкăсем тата ытти те. Вĕренекенсенчен 45 проценчĕ «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Çакă та савăнтарать: шкулта право йĕркине пăсакансем, учетра тăракансем çук.

Ачасен сывлăхне çирĕплетесси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ирсерен вĕренекенсем физзарядка, уроксенче физкультминуткăсем тăваççĕ, тăхтав вăхăтĕнче тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, уроксем хыççăн тĕрлĕ секцие çÿреççĕ. Кашни кун тутлăхлă вĕри апат çитерни те сывлăха çирĕплетме пулăшать.

Вĕренекенсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарас тĕллевпе «Хаваслă грамматика», «Çамрăк математик», «Ÿсентăран тĕнчи», «Хирлеп ен çăл куçĕсем», «Ăста алăсем», «Кил хуçи хĕрарăмĕ», «Йывăçран касасси», хор кружокĕсем ĕçлеççĕ.

Шкул ачисем «Тантăш», «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатсемпе туслă çыхăну тытаççĕ.

Шкул аталанăвĕн программине 2010 çулччен йышăннă. Унăн хăйĕн бизнес-планĕ пур.

Кашни çулах район, республика ирттерекен конкурссене хутшăнса шкул дипломсем, грамотăсем илме тивĕç пулчĕ. 2004-2005 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, акă, тăватă грамота илме пултарчĕ.

Çаксене йăлтах шута илсе шкул гранта хутшăнма кăмăл турĕ. Раштав уйăхĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн вĕçĕчченех тĕрлĕ документсемпе материалсем пуçтарса йĕркелерĕмĕр, конкурса тăратрăмăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться
;