Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Европа турнирне хутшăнма тивĕçнĕ

Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕнче кĕрешÿ ăсталăхне туптакан каччăсемпе хĕрсен спортри çитĕнĕвĕсемпе чăнахах мухтанма тивĕç эпир. Халиччен пĕр ăмăртуран та «пушă» алăпа таврăнман çамрăк спортсменсем - кашнинчех пысăк результатсем кăтартаççĕ вĕсем.

Çак кунсенче кăна кĕрешÿçĕсенчен тепĕр савăнăçлă хыпар илтĕмĕр: Вăрнар хĕрачи – Раççей спорт мастерĕ Алена Федорова – Европа первенствине хутшăнма тивĕçнĕ! Путевкăна Алена Пермь хулинче иртнĕ ăмăртура çĕнсе илнĕ. 55 килограмчченхи виçе категорийĕнче вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Тĕнче тата Европа первенствисене хутшăнма суйласа илмелли турнира çавăн пекех хамăр районти тепĕр икĕ хĕрача та хутшăннă, вĕсем - Раççей спорт мастерĕсем И.Даниловапа Т.Иванова.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться
;