Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕсметре тăрасси – хисеплĕ

Çар хĕсметĕнче тăрасси – кашни каччăн яваплă та хисеплĕ тивĕçĕ. Мăн Турханти хăй тытăмлăх органне кĕрекен ялсенчи çамрăксем хĕсметре тăнă чухне служба тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Акă, Раççейăн чыслă сыхлавçисем пулнă Дмитрий Яковлев, Виталий Малов, Владимир Гордеев, Дмитрий Егоров службăра сыхă тăрса, çар командованийĕн тавĕсемпе наградисене илсе тăван килĕсене пысăк савăнăçпа таврăнчĕç.

Çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме вĕрентсе хатĕрлес çĕрте Иртеменкассипе Кăмашри шкулсенчи педагогсен тивĕçĕ пысăк. Вĕсем çамрăксене анлă тавракурăмлă, çирĕп сывлăхлă, çĕршыва юрăхлă çынсем тăвассишĕн нумай вăй хураççĕ.

Çитес вăхăтра ку тăрăхра вырнаçнă ялсенчи 5 çамрăк çара кайма хатĕрленет. Вĕсене ял-йыш Тăван çĕршыв хуралĕнче сыхă тăма ырлăх-сывлăх сунса пил парĕ, инçе çула савăнăçлă лару-тăрура ăсатса ярĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться
;